Сăнарĕ паян та асрах Пурăнмаллаччĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 18.03.2022, 12:12 Просмотров: 623

Çапла, пурăннă пулсан çак шăпчăк саслă юрăç кăçал 70 çулхи юбилейне паллă тăватчĕ... Çĕньял клубĕнче тĕлĕнмелле чаплă концерт кĕрлемеллеччĕ...

Шел пулин те, иртнĕ вăхăт шайĕнче кăна калаçма тивет Анатолий Яруков юрăç пирки. Вăл пиртен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнăранпа 20 çул иртрĕ пулин те ял халăхĕн асĕнчех çав-çавах чаплă юрăç, солист, артист. Унпа пĕр хора çỹренĕ тантăшĕсем, дуэтра юрланă солист-юрăçсем, ял-йыш - пурте паянхи кун унăн сассине Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоровăн кĕмĕл сассипе, тата ыттисеннипе юнашар лартаççĕ.

1991 çулта Анатолий Яруков Чăваш Республикин культура министерствин Хисеп грамотине тивĕç пулнă. 1994 çулта Раççей Федерацийĕн культура министерствин III степеньлĕ дипломне илнĕ. 1995 çулта ăна "Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ" хисеплĕ ятпа чысланă.

Кунсем шăваççĕ, çулсем иртеççĕ... Анатолий Яруковăн илемлĕ те уçă тенор сасси паян та янăрать пек туйăнать, унăн репертуарĕнчи 40-50 юрăран чылайăшне паян та шăрантарать Çĕньялти "Илем" халăх фольклор ушкăнĕ те, Патăрьелĕнчи халăх юрăпа ташă ансамблĕ те...

 Талант тенине çилпе вĕçтерсе яма та çук, çĕр айне чиксе те хураймăн. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче А.Яруков чылай çул аса илмелĕх ĕç туса хăварнă.

 2022 çул - Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ. Анатолий Яруков Çĕньял халăхĕшĕн культура анинче нумай çул вăй хунă сумлă ентешĕмĕр. Тăван халăх унăн ятне нихçан та асран кăлармĕ, юрăç хăй те Тăван çĕршыва чунтан юратнă-çке, ахальтен мар вăл хăй репертуарĕнчи "Тавах, Тăван çĕршыв" юрра уйрăмах çĕкленỹллĕ шăрантарнă...

М. МАДЮКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика