2021 ÇУЛТА Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мошенниксем граждансен банк карттинчен укçа куçарса илнĕ 37 тĕслĕх пулнă. Вĕсенчен 13-шне (32 процент) уçса панă. Маларахри çул кăшт сахалтарах - 33 ĕç. Кăçалхи икĕ уйăхра мошенниксен серепине икĕ гражданин çакланнă, полици сотрудникĕсем пĕр преступление тăрă шыв çине кăларнă. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе тимлекен çумĕ Алексей Быков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх палламан çынсен серепине тĕрлĕ сăлтавпа çакланаççĕ. Акă, пĕри "банк работникĕ" вырăнĕнче пулса клиентран 15000 тенкĕ куçарса илме пултарнă, тепри такамăн çухалнă банк карттипе усă курса 2559 тенкĕлĕх тавар туяннă, виççĕмĕшĕ "Авито" сайтри пĕлтерỹпе ĕне туянас шутпа пĕр пĕлмен çынна 55000 тенкĕ куçарса панă тата ытти те. Ултавăн ури те саккăр, чĕлхи те япшар. Çавăнпа та банк картти кашни çыншăн паспорт пекех çывăх, хаклă документ вырăнне пулмалла, унăн номерĕсене никама та пĕлтермелле мар.
Ноябрь 2024 |