Типĕре çылăхран ỹкĕнни, пая кĕни сăваплă

Категория: Публикации Опубликовано: 25.03.2022, 13:32 Просмотров: 406

АСЛĂ Мăнкун типпинче Турă заповечĕсене пăхăнса пурăнни, типĕ тытса çылăхсемшĕн ỹкĕнни, чиркĕве çỹресе кĕлĕсем итлени, пая кĕни сăваплă ĕç. Православи тĕнĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансем кашни эрнерех кĕлĕ çурчĕсене çỹреççĕ, пая кĕреççĕ. Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Тури Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей палăртнă тăрăх иртнĕ шăматкун çеç таврари ялта пурăнакан 50а яхăн çын çылăхĕсене каçарттарса Турă ỹчĕпе юнне ăша илнĕ. Вĕсем хушшинче ваттисем те, çамрăксем те, ачасем те пур. Çĕршывшăн йывăр лару-тăрура Николай атте пурне те тăнăçлăх, Турă хỹтлĕхĕнче пурăнма ырă сунать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика