УРАМРА çуркунне вăй илсе пынă май хурăшсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли пирки те манмалла мар. Ку пулăçсемшĕн те питĕ яваплă тапхăр темелле. Çурхи пăр çỹхе те ултавлă, çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла. Инкек куçа курăнса килмест. Ейỹ сарăлнă вăхăтра шăпăрлансене те хăйсем тĕллĕн шыв хĕррине ямалла мар. Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче вĕсене килте пĕччен хăварманни те пушар хăрушлăхĕнчен сирĕ.
Ноябрь 2024 |