Ыр кăмăллăх марафонĕ старт илнĕ
Мартăн 22-мĕшĕнче республикăра "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марофонĕ старт илнĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă мероприяти Çĕнĕ Шупашкарти Кванториумра иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. Сăмах май, ку марафона 25 çул ирттереççĕ. Çулсеренех унта предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем хастар хутшăнаççĕ. 5-8 миллион таран укçа пуçтараççĕ. Вĕсене ачасене тĕллевлĕн пулăшас çĕре яраççĕ. "Пурте ырă тума васкăр!" - çапла чĕнсе каланă мероприятире.
245 миллион тенкĕ уйăрĕç
Ĕçсĕрлĕхпе çыхăннă ыйтусене татса пама федераци бюджетĕн чен Чăваш Ене 245 миллион тенкĕ çитĕ. Çак укçапа промышленность предприятийĕнче тăрăшакансене, производство чарăннăран ĕçсĕр тăрса юлма пултаракансене хушма профессие алла илме пулăшĕç, пĕрлешỹсене тĕрев парĕç. Санкцисене пула йывăрлăха лекекенсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме Раççей Правительстви регионсене пурĕ 39 миллиард тенкĕ пама йышăннă. Çак хисепрен 245 миллионĕ шăпах пирĕн республикăна çитĕ.
Çур акине тухма хатĕр
Республикăри аграрисем кăçал пахча çимĕçпе çĕр улми лаптăкне ỹстерме тĕллев лартаççĕ. Çурхи ĕçсене хуçалăхсен 545 пин гектар çинче пурнăçламалла. Хальлĕхе техника, минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрлеççĕ. Дизель топливи кирлин 76 процентне, бензинăнне 73 процентне туянса хунă. Удобрени те 13 пин ытла тонна (кирлинчен ытларах та) кỹрсе килнĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх пĕтĕмĕшле аграрисем çур акине тухма хатĕр. Кĕрхи культурăсем аванах хĕл каçаççĕ, çурхи ака ĕçĕсене 2-3 эрнере пурнăçлама палăртаççĕ.
Ноябрь 2024 |