Чиртен сыхланатăн - сывлăхлă пулатăн

Категория: Публикации Опубликовано: 25.03.2022, 13:35 Просмотров: 407

Мартăн 24-мĕшĕ - Туберкулеза хирĕç кĕрешмелли кун. Çак чире ĕлĕк халăх хушшинче чахутка тенĕ. Вăл - сикекен чирсенчен пĕри. Ученăй-фтизиатрсем кашни çын туберкулезпа сиенленме пултарнине, анчах ытларах чухне организм çирĕппине, чире парăнманнине палăртаççĕ.

Çитĕннисенче пуринче те тенĕ пекех (90-95 процент) туберкулеза пуçарса яракан микробсем пур, анчах унпа хăшĕ-пĕри çеç чирлет. Микробактерисем питĕ тỹсĕмлĕ: йĕпе сурчăкри 75 градусра 30 минут вĕретсен, 100 градусра - 5 минутран, типĕ сурчăкри 100 градусра 45 минутран тин вилеççĕ. Пỹртре пĕр уйăх, сĕтре-çура 10 уйăх, тăпăрчăра 8 уйăх таран пурăнма пултараççĕ. Хĕвел çути 5-10 минутра, хлораминпа хлор извеçĕ те вĕсене часах тĕп тăваççĕ.

Камран тата мĕнле ерет?

2021 çулта районта 8 çын туберкулезпа чирленĕ. Вилекен пулман.

Инфекци аталанма май паракан факторсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: шалти тата тулти.

 Пĕр ушкăнне грипп, хĕрлĕ шатра, ОРЗ, ỹпке шыççи, сахăр диабечĕ, хырăм çĕрни, авитаминоз, гипертариоз кĕреççĕ. Çавăн пекех операци, аборт, нерв, ăс-тăн чирĕ хыççăн та пуçланма пултарать.

Тепĕр ушкăнне япăх пурнăçпа йăла условийĕсем, професси тĕлĕшĕнчи сиенсем, час-часах ывăнни, табак туртни, эрех ĕçни кĕреççĕ.

Паллах, ăна сараканĕ - чирлĕ çын. Унăн мĕн пур органĕсем сиенленеççĕ. Чир малтан ỹпкесенче пуçланать. Унтан вăл шăмăсене, çỹлти сывлăш çулĕсене лекме пултарать. Çын сурчăкĕ, выльăх-чĕрлĕх, сĕт продукчĕсем урлă та ерет. Чирлĕ чăх çăмарти, чĕрĕлле çисен, ăна пуçарма пултарать.

Сывă мар çын урайне сурни, çемьере пурте пĕр савăтпа тата пĕр ал шăллипе усă курни уйрăмах хăрушă.

Уçă формăллă туберкулезпа чирлĕ çынсен шкулсенче, столовăйсенче, апат-çимĕç лавкккисенче ĕçлеме юрамасть.

 Прививка тутарма ан манăр

 Кăкăр ачисене çуралсанах пĕр эрнере, кайран тепĕр хут 7 çулта тăваççĕ. Прививка тунă ачасем ыттисемпе танлаштарсан сахалтарах сиенленеççĕ. Килте уçă формăллă тата активлă формăллă чирлĕ çын пулсан, ача-пăча сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла.

Эрех, пирус сиенĕ

Ĕçкĕпе ашкăнакан, пирус туртакан, наркотикпа туслă çынсен туберкулез чирĕ вăрахрах, йывăртарах иртет. Алкоголь - вăйлă наркăмăш. Вăл организмăн мĕн пур органĕсене сиен кỹрет. Табак туртни те чире сарăлма пулăшать. Чирлĕ çын час-часах сурать, унта-кунта пирус тĕпĕсене пăрахать.

Наркомансен туберкулез тата ытларах вăйланса пырать.

 Гигиенăна пăхăнмалла

Çыннăн организмĕ туберкулеза ан парăнтăр тесе, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла. Алă тытса саламлама та, чуп тума та юрамасть. Ăна сипленме уйрăм пỹлĕме вырнаçтармалла, май çук пулсан чаршавпа уйăрмалла. Урайне çусах тăмалла. Çав çын апат çинĕ хыççăн савăт-сапана вĕретмелле. Чирлĕ çынна сываличчен больницăра сиплемелле. Врач хушнине пурнăçламалла.

Ỹпке туберкулезне хăвăрт тупса палăртмалли мел вăл - флюорографи. Çавăнпа та вăхăтран-вăхăта çак меслетпе сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла.

Кунта çакна палăртса хăварни те вырăнлă: мартăн 28, апрелĕн 9-мĕшĕсенче район больницинче уçă алăксен кунĕсене ирттереççĕ. Шăпах çавăн чухне флюорографи тĕрĕслевĕсем тутарма тата микобактерийĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслеттерме меллĕ.

В. КАЗАКОВА район больницин фтизиатрĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика