НАРКОТИК серепине çакланма ансат, анчах усалтан хăтăлма çăмăл мар. Çулсеренех çуркунне Раççейĕпех "Сообщи, где торгуют смертью!" акци йĕркелеççĕ. Мартăн 14-25-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче унăн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Çавна май районти вĕренỹ, культура учрежденийĕсенче ачасемпе, çамрăксемпе наркотик темипе калаçусем, тĕл пулусем йĕркеленĕ, унăн сиенĕ пирки каласа панă, наркăмăшне сутакансенчен тимлĕ пулмаллине асăрхаттарнă. Ку тĕлĕшпе Треньелĕнчи ял вулавăшĕнче ĕçлекен Е. Степанова библиотекăра çамрăксемпе "Скажи наркотикам - НЕТ!" информаци сехечĕ те ирттернĕ.
Ноябрь 2024 |