ЮЛАШКИ вăхăтра Чăваш Енри патшалăх техника надзорĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ çăмăллăхсене цифра трансформацийĕпе усă курса пурнăçлать. Çакă граждансемшĕн ансат та, меллĕ те, йỹне те ларать.
Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ Илья Васильев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, паян Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă хăй тĕллĕн çỹрекен техникăна регистрацилеме, экзамен тытма тата удостоверени илме, техника тĕрĕслевне тухма заявлени çырма пулать. Ĕçе çак меслетпе йĕркелени вăхăта çеç мар, патшалăх пошлинине 30 процент таран çăмăллăхпа тỹлесе çемье бюджетне перекетлеме те май парать.
Ноябрь 2024 |