Коллективра шỹтлеме юратакан çын пулни кирек мĕнле лару-тăрура та кăмăл-туйăма туххăмрах хăпартса ярать. Ку тĕлĕшпе "Авангард" хаçатра яваплă секретарьте ĕçлекен Вадим Сурков (йывăр тăпри çăмăр пултăр) пирĕншĕн яланах "Кĕлпук Мучи" вырăнĕнче пулнă. Редакципе типографинче тăрăшакансене (ун чухне икĕ организаци те пĕр çуртра пулнă) хăйĕн йĕплĕ те вирлĕ анекдочĕсемпе, пурнăçран илсе кăтартнă кулăшĕсемпе мĕн чухлĕ ахăрттарман-ши? Апрелĕн 1-мĕшĕ творчество коллективĕшĕн хăйне евĕр кĕтекен уявччĕ. Вăл мĕн те пулин суймалли, çынсене чике тăршшĕ лартмалли шутласа тупатчĕ-тупатчех. Кайран вара хăй те хĕрелсе кайичченех пирĕнпе пĕрле кулатчĕ. Сăмах май каласан, Вадим Анисимович Кулăш кунĕнче çуралнăран-ши, унăн хĕвел евĕр сăн-питĕнче яланах ăшă шевли вылятчĕ...
Пĕррехинче вăл Кулăш кунĕнче мана питĕ васкавлă редактор патне кĕртсе яни халĕ те асран тухмасть. "Альбина Николаевна, паян пичетленĕ хаçатпа халех Салмин патне кĕр-ха. Срочно!.."-терĕсăмахне татса.
Корректор ĕçне хăнăхса çеç пыраканскер, тỹрех сехĕрленсе ỹкрĕм. "Мĕн пулнă-ши? Мĕнле йăнăш кайнă-ши?" - тỹрех мĕлтлетрĕ пуçра. Пăлханнипе алăка ерипен çеç шаккарăм та редактор умĕнчи сĕтел хушшине кĕрсе лартăм. Алексей Алексеевич пуçне çĕклемесĕр темĕнле документ вулать. Çапла пĕр чĕнмесĕр пĕр-икĕ минут лартăмăр. –
Итлетĕп...- терĕ вăл куçлăхне сăмси çине антарнă май. Эпĕ каллех çухалса кайрăм. "Мĕн итлесшĕн? Мĕн каласа памалла редактора?".
- Вадим Анисимович сирĕн пата хаçатăн çĕнĕ номерĕпе кĕме каларĕ...- тетĕп хăра-хăра çеç.
- Эх, пионерка. Ыттисем "ку присягăна" йышăннă. Паянтан эсĕ те апрелĕн 1-мĕшĕ Кулăш кунĕ пулнине манмăн,- терĕ те çăвар тулли кулса ячĕ. Алăк леш енче мана В. Сурков чăтăмсăррăн кĕтсе тăрать. Хăй хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнă. Хул пуççине сиктерсе чарăнайми кулать. "Кулăш сеансĕнче" 1:0 шутпа выляса янине кура хам та унпа пĕрле хырăм хытса кайичченех ахăртăм темелле. Çакăнтан пуçласа ку сăлтавпа редактор патне лекмен эпĕ. Çапах та кама та пулин савăнăç кỹме, ĕмĕрне вăрăмлатма тăрăшатăп.
Пĕлме
Кулăш - пурнăçра пулăш теççĕ-çке. Вăл телей гармонне тупма пулăшать. Врачсем ăна сиенсĕр наркотик пулнине те ĕнентереççĕ. Унăн дози мĕн чухлĕ нумай, çавăн чухлĕ лайăхрах. Кулнă чухне юн çаврăнăшĕ вăйланать, пуç мимине кислород ытларах кĕрет, пуç лайăх шухăшлать..
. Кулă йывăрлăха чакарма та пулăшать имĕш. Ученăйсем паянхи кун 15-30 минут кулни эрнере виçĕ хутчен зарядка тунине улăштарнине те калаççĕ. Апла пулсан, кун вĕçлениччен кулса юлăр!
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |