Вăрçă вăрланă ачалăх нихăçан та асран тухмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2022, 14:10 Просмотров: 968

 Алманчăра пурăнакан Л. Сымкина ĕç ветеранĕн пурнăçĕ çăмăл иртмен. Ахальтен мар ĕнтĕ тăххăрмĕш теçеткене ваклакан кинемей хăйĕн кун-çулĕ пирки каласа пама ыйтсан хаш! сывласа ячĕ те пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ. Чĕрере пирчейми суран тунă вăрçă çулĕсене, йывăр ачалăхне аса илчĕ пулас. "Выçлăхне те, çуклăхне те, сиввине те чăтрăмăр...", - терĕ вăл хăйĕн пурнăçне пĕтĕмлетсе.

Люся аппа ашшĕн шанчăклă хỹтлĕхне туйса ỹсеймен. Амăшĕ Микуль тетене вăрçа ăсатнă чухне пилĕк ачапа тăрса юлнă. Чи кĕçĕнни (Луиза) виçĕ уйăхра çеç пулнă. Синкерлĕ шăпана пула вăл вăрçăран таврăнайман, Мускав çывăхĕнчи çапăçура ашшĕ ĕмĕрлĕх куçне хупнă. Çакăн хыççăн Маюк аппан пурнăçри мĕн пур йывăрлăха чăтса ачисене ура çине тăратма тивнĕ. Пĕринчен тепри пĕчĕк пепкисене пăхса ỹстерме çăмăл пулман пĕччен хĕрарăма. Вăл ыттисемпе юнашарах каçалăкĕ-каçалăкĕпе тырă вырнă, тăпачăпа çапнă. Йывăр вăхăтсенче ачисене çĕр улми крахмалĕнчен пашалу, курăк шỹрпи пĕçерсе çитернĕ. Луиза Николаевна выçăллă-тутăллă ỹснĕ вăхăтсене пăлханса каласа пачĕ. Çие тăхăнма тумтирĕ, тăраниччен çиме апачĕ пулман. Çапах та ачасем пĕри те нăйкăшман, ачашланман. Пурнăç нуши вĕсене пĕчĕккĕллех çирĕп пулса ỹсме хăнăхтарнă.

 Çиччĕ тултарнă хыççăн Луиза ялти шкула пĕрремĕш класа кайнă. Сакăр класс вĕренсе тухнă хыççăн вăл малалла вĕренме каяс шухăша пачах пăрахăçлать, амăшне пулăшма тесе ялтах юлать. Черченкĕ те пысăках мар хĕрача тỹрех фермăна ĕçе вырнаçать. Çамрăк пулсан та вăл аслисемпе тан ĕне сунă, выльăх айне те тасатнă, сĕтне те флягăпах йăтнă... Кайран та тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра вăй хунă, пархатарлă ĕçшĕн пĕрре мар Тав хучĕсене, парнесене те тивĕçнĕ.

 Вениямин Егоровичпа çемье çавăрнă хыççăн вĕсем виçĕ ача çуратса ỹстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Альбина Алманчăра медсестра пулса ĕçлет, Юрий ывăлĕ хăйĕн çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ, ялти тĕп киле тытса пыраканнисем вара Геннадий ывăлĕпе Аля кинĕ. Паянхи кун вĕсем амăшне хисеплесе, унпа пĕр чĕлхе тупса пурăнаççĕ.

Хальхи вăхăтра Люся аппа çулне кура мар тăтăшах чиркĕве çỹрет, унта юрлама хутшăнать. Хисеплĕ ватă ачисемшĕн те, мăнукĕсемшĕн те, ял-йышшăн та ырă тĕслĕхлĕ хĕрарăм.

П. КИРГИЗОВ. Алманчă ялĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика