ÇАК кунсенче Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре нумай çул тăрăшакан Алексей Федоров протоиерее чиркĕве çỹрекенсем çуралнă кун ячĕпе саламласа вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх суннă.
Алексей атте районта çеç мар, республикăра та пурнăçăн пысăк пайне Христос тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемпе пĕрле ирттерекенсенчен пĕри. Çитес çул тăххăрмĕш теçетке тултаракан пачăшкă 60 çула яхăн службăра! Хальхи вăхăтра та Мăнкун типпине тытса пая кĕрекенсемпе кашни эрнерех кĕлĕ ирттерет. Унăн ĕçĕ çемье династийĕпе те çыхăннă, Петр ывăлĕпе Борис мăнукĕ ăна малалла тăсаççĕ. Петр Федоров протоиерей Шупашкарти чиркỹре тăрăшать, пачăшкă Чăваш наци радиовĕпе "Чĕрĕлĕх çути" передачăна тăтăшах хастар хутшăнать. Çамрăк мăнукĕ вара хăйĕнпе юнашар служба ĕçне хăнăхса пырать.
Ноябрь 2024 |