Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле тенешкел, çынсем те тĕрлĕрен. Пĕрисем ĕç çук тесе нăйкăшса лараççĕ, теприсем çукран та пур тума тăрăшаççĕ. Кĕçĕн Чементе пурăнакан Н. Васильев фермерпа калаçса ларнă чухне унран: "Сире фермер хуçалăхне йĕркелеме мĕн хистерĕ? - тесе ыйтрăм.
- Ялта çуралса ỹснĕ, мĕн ачаран çĕр çинче тăрмашнă: çум çумланă, лашапа çỹренĕ, кăшт аслăлансан трактор рулĕ умне ларса сухаланă, машинăпа йĕтем çине тырă кĕртнĕ... Анне колхозра ĕмĕр тăршшĕпе тăрăшнă. Атте строительсен бригадирĕпулнă, вăл ялсенчи клубсене, фермăсене тутарнă. Хам та ял хуçалăх предприятийĕнчех вăй хунă, уй-хир бригадирĕ те, комсомол секретарĕ те пулнă. Çĕр ĕçĕ маншăн нихăçан та ют пулманни фермер хуçалăхĕ йĕркелеме хистерĕ-тĕр, - терĕ Николай Федорович.
2003 çулта Н. Васильев пĕр ялта пурăнакан тетĕшĕпе пĕрле пилĕк пайпа уйрăлса тухнă. Ун чухне вĕсен 7,9 гектар çĕр пулнă. Çапла пĕрремĕш утăмсем тунă. Кăшт вăхăт иртсен асли кĕçĕннине хăйсене тивĕçекен пайсене шаннă, çакăн хыççăн Николай Федорович хăй тĕллĕн çĕрпе ĕçлеме пикеннĕ. Фермер хуçалăхĕ вăй илсе пынă май ытти çынсем те хăйсен çĕр пайĕсене ăна арендăна панă. Паян вăл 50 гектарпа усă курать, унăн пысăк пайне тыр-пул лаптăкĕ йышăнать. Çавăн пекех çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, вăрлăх сухан, ĕне-выльăх валли чĕкĕнтĕр, нумай çул ỹсекен курăк ỹстерет. Сăмах май, хуçалăхра сăвакан ĕнесемпе, вăкăрсемпе, пăрусемпе пĕрле 11 чун тытаççĕ.
Чылай ĕçе Николай Федорович мăшăрĕпе, Аслă Чементи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Зинаида Васильевнăпа пĕрле пурнăçлаççĕ. Сухаласси, акасси, çитĕннĕ тухăçа пухса кĕртесси вара ытларах кил хуçи çине тиенет. Вăл хăйех тракторист, водитель. Вырмара, тырă кĕртнĕ вăхăтра çын алли ытларах кирлĕ, çавăн чухне вара пулăшакансемпе усă курать.
- Çĕр пайне арендăна панисене тырă 150-200 килограмм паратăп. Тухăç мĕнле тухнине кура унăн виçи улшăнать. 2020 çулта тыр-пул ăнса пулчĕ, пĕлтĕр çу типĕ те шăрăх килнипе пит савăнтармарĕ. Хамăр вăрлăха пачах та никĕсе хывмастпăр тесен те йăнăш мар, "Первомайск", "Малалла" (халĕ "Куснар". - Авт.) , "Труд» хуçалăхсенчен, ют районсенчен те туяннă. Пирĕн тырра алласа тасатакан агрегат çук. Пур техникăна та илме çăмăлах мар. МТЗ-82.1 маркăллă трактор, дискатор, плуг, культиватор, çĕр улми кăлараканни, утă çулаканни тата ыттисем те пур. Пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртме комбайн арендăна илме тивет. Унччен, çĕр лаптăкĕ пĕчĕккĕ чухне, тырра килтех упраттăмăрччĕ, халĕ "Мир" хуçалăхăн кĕлетне тара илнĕ, - терĕ çĕр ĕçченĕ.
Николай Федорович фермер спортпа та питĕтуслă. Хĕлле ăна районта йĕлтĕрпе йĕркелекен ăмăртусенче час-часах курма пулать. Çавăн пекех çамрăкранах кире пуканĕ йăтать. Вăл темиçе хутчен те ветерансем хушшинче Раççейри ăмăртусенче пĕрремĕш вырăн йышăннă, Чăваш Ен чемпионĕ те пĕрре мар пулнă. Иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене те сахал мар тухнă. Халĕ Чулхула облаçĕнчи Бор хулине кайма тĕллев лартнă, кунта та вăл 24 килограмлă кире пуканне йăтса вăй виçесшĕн. Ăмăртусене ытларах чухне килĕнчех хатĕрленет. Çитĕнỹсем тума вара ăна мăшăрĕсĕр пуçне икĕ хĕрĕпе ывăлĕ хавхалантараççĕ.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |