Чăн-чăн сăмах ỹнерĕн сывлăшĕ вылянине куратăп

Категория: Публикации Опубликовано: 05.04.2022, 08:49 Просмотров: 879

 Надежда Климентьевна Тинюкова (Акчурина) Комсомольски районĕнчи Хирти Шăхасан ялĕнче çуралса ỹснĕ. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. Поэзи тĕнчин алăкне ача чухнех уçнă, малтанхи сăввисем "Октябрь ялавĕ" райхаçатра (халĕ "Каçал ен") пичетленнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чух "Çил çунат" литпĕрлешỹре çырас пултарулăхне туптанă. "Тăван Атăл" журналпа туслă çыхăну тытнă. 1985 çултанпа Сăкăт шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Надежда Тинюкова (Акчурина) хайлавĕсем "Авангард", "Елчĕк ен" райхаçатсенче те час-часах вырăн тупаççĕ.

Акă паян самай хулăн кĕнекелĕх пуçтарăннă пултаруллă педагогăн кăмăл хусканăвĕн хут çине куçнă ỹкерчĕкĕсем. Сăмах ỹнерĕ шăпах поэзи тексчĕсенчен йăл илсе кайнине шута илсен Надежда Тинюкован пултарулăхĕ чăн-чăн поэзи картине ларнă хайлавсем теме май пур. Вĕсенче сăнарлă шухăшлав мелĕ-меслечĕпе сăвă хывăмĕн çитĕнĕвĕсем кăна мар, илемлĕ ỹкерчĕк, таса кăмăл- туйăм ирĕклĕхĕ, ĕмĕт вĕçсĕрлĕхĕ уççăнах палăраççĕ.

 Анлă тавра курăмлă педагог-сăвăçа кăсăклантарман тема, проблема çук та тейĕн. Çакна пысăках мар кĕнекене вырнаçтарнă сăвăсене ярăмсем çине ушкăнласа тухни те çирĕплетет. "Чĕлхи - чĕкеçĕн, чĕвĕлтийĕ - ĕмĕрхи" ярăмра вырăн тупнă сăвăсем тăван чĕлхе пирки шухăша .нипе пĕрлех анне чĕлхин асамлăхĕн çỹллĕшне виçниех. "Пурнăçăмăр пĕрре, пурăнасчĕ хитре!" ярăмра чун-чĕре юрланă чухне шăрçаланнă йĕркесем, пурнăç илемĕпе хавхаланса сăнарланнă пурнăçри ỹкерчĕксем вырăн тупнă. "Ырлăхушăн тав, сар кунăм", "Туйăма читлĕхе хупаймастăн" тата "Кĕскен кăна калам" ярăмсен ячĕсем унти сăвăсен кĕввине хăйсемех палăртаççĕ. "Туйăма читлĕхе хупаймастăн" ярăмри хайлавсем пурте тенĕ пекех юрату сăввисем. "Улăпсен йăхĕнчен - чăвашсем" пайра чăвашлăх теми Атăл сăнарĕ урлă ỹтленет.

Сăвăçа поэзи тĕнчин, уçлăхĕн çимĕçĕсене астивтерсе тарăн шухăшлăхпа ĕмĕрхи ыйтусен тупсăмĕсем патне çул хывма пулăшакан йĕркесемпе çаврасем "Кĕскен кăна калам" ярăмра вырăн тупнă. Пытарма кирлĕ мар, поэзи асамĕ вăл çав тери "кĕскен", пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн килсе кĕрет. Çавăнпа та кĕскен каласа тарăн шухăша ярасси Тинюкован малашлăхра, çакна асăннă ярăмри сăвăсем тỹрремĕнех çирĕплетеççĕ.

 Сăвăсене тĕплĕн, васкамасăр вуласан педагог - сăвăç чĕринче чăн-чăн сăмах ỹнерĕн сывлăшĕ вылянине куратпăр. Чылай сăвă йĕрки, хайлаври шухăш-ĕмĕтпе кăмăл-туйăм чăваш поэзийĕн ĕмĕрсем хушши купаланакан керменĕ валли хатĕрленĕ паха, çирĕп, илемлĕ, чун хĕрỹлĕхĕпе хĕртсе çирĕплетнĕ кирпĕч катăкĕ евĕрех туйăнса каять. Акă илсе пăхар-ха "Каланхоэ" сăвва:

"Епле чăрсăр, епле харсăр

- Урамри сивве пăхмасăр

 Çеçке çурчĕ каланхоэ!

Тиркеме ăна кам хăйĕ

Темех мар тулти çанталăк,

Чиперукшăн кăмăл савăк!

Илемпе ман килĕм тулчĕ,

 Чунăмри хĕвел йăл кулчĕ!

 Каланхоэ, каланхоэ,

çураласшăн çĕнĕ туйăм…

Сан сăнна кĕвве хывасчĕ,

Туссемпе кайран юрласчĕ!"

Сăвăри каланхоэ сăнарĕ юрату туйăмĕ çуралма вăхăт çитнĕ çамрăк хĕр упраç сăнарне йышăнать. Хĕл варринче илемлĕн çурăлма шикленмен каланхоэ "чиперукшăн" тĕрев пулса тăрать. Н. Тинюкова çамрăк хĕр кăмăлне юравлă каланхоэ чечеке ларнă саманта питĕ вырăнлă ("Çеçке çурчĕ каланхоэ! - Çураласшăн çĕнĕ туйăм") асăрханă çеç мар, çамрăк хĕр чĕринчи туйăм хĕрỹлĕхне, асамлăхне кăтартма çав тери килĕшỹллĕ танлаштару Надежда Тинюкова илемлĕ поэзи уйне халь кăна килсе кĕменнине çирĕплетекен куçа тăрăнакан тĕслĕх сахал мар кĕнекере. Унта Хусанкай, Митта, Иванов кăмăлĕ кăна мар, Пушкин сăввисене ас илтерекен çаврăмсем те сахал мар. Педагог-поэта П. Хусанкай тивлечĕ хĕм парса тăнине пĕр сăвăра кăна мар тĕл пулатпăр. Çавăн пекех Митталла лăпкăлăх, Ивановла сăнарлăх палăрăмĕсем пĕр тĕвве, пĕр хăйне евĕрлĕхе çаврăнса Н.Тинюкован сăвăç тĕнчине йĕркелеççĕ. Унта пушă хитрелĕх, çĕклеймен тиев, парăнтарайман ĕмĕт çук. Çырнă сăвă, ĕнĕрленĕ юрă, каланă шухăш, палăртнă тĕллев, курнă илем, сăнанă пулăм, пурте лирика геройĕ, чылай чухне автор хăй пĕтĕмĕшле поэзипе лирика тĕнчине чунтан-чĕререн туйнине ĕнентерет. Çут çанталăк пулăмĕсене çивĕччĕн туйни-и, хĕл ларнă чухне, пĕрремĕш юр çусассăн кашни çыннăн чунĕ çĕкленсе каять, кĕркунне-и - этем кăмăлĕнчи асамлăх тыткăнĕнчи туйăмсене вăратать, çуркуннепе çулла та автора хăйĕн чăн илемĕпе кăна мар, çав илем сăнарлă ỹкерчĕкпе куçăмлă сăнлăхлă шухăш калама, систерме, кăтартма май панипе пĕлтерешлĕ. Н.Тинюкова пултарулăхĕ çут çанталăкпа çураçура тăнинчен килет çакă. Автор хăй те çут çанталăк панă тивлетпе çырлахнине, пурнăç кỹнĕ шăпана тата ăраскала тав тунине пĕрре мар куратпăр.

Сăвă-юррăн çуначĕ Надежда Тинюкова юрра-кĕвве çивĕч туякан сăвăç пулни "Шур хут çине шăнăçаймаççĕ, юрра куçасшăн сăввăмсем" ярăм çирĕплетсе парать. Чунра шăнăçайман туйăм хут çинче те лăпланас çуккине "Патăрьелĕм, савнă çĕрĕм-шывăм", "Çăлтăрăм", "Хĕвел çаврăнăш" юрă сăввисем те çирĕплетсе параççĕ. 2005 çулта хайланă "Патăрьелĕм, савнă çĕрĕм-шывăм" сăвă гимн пекех янăравлă. Кĕнеке "Аван-и, тусăмсем. Салам Сире!" ярăмпа хупăнать.

 "Çĕнĕ куна пуçлама

Хитре юррăм пур-çке ман!

 Сире ырă кун сунма

Ырă кăмăл пур-çке ман!" эпиграфлă ярăм Надежда Тинюкова сăвăç пултарулăхĕ аталануллă пуласса сăмах паниех. Юлашки çулсенче хайланă сăвăсем унта. Чылайăшĕ асăрхаманнине, нумайăшĕ курманнине е курмăш пулнине чĕре витĕр кăларса хут çине шăрçаланă йĕркесем сăвăç ĕçлекен шкул ачисемпе ял çыннисемшĕн кăна мар, чăваш литературипе кăсăкланакан пур çын кăмăлне каймаллискерсем.

Н. ОСИПОВ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн вырăс тата чăваш чĕлхисен кафедрин доценчĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика