Ыр кăмăллăх акцине обществăлла организацисем те хутшăнаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.04.2022, 08:51 Просмотров: 781

ЛУГАНСК тата Донецк Халăх Республикисенчи çынсен лару-тăрăвне çăмăллатас тĕллевпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен, организаци-учреждени коллективĕсем, фермер хуçалăхĕсем тата ыттисем те ыр кăмăллăх акцине хутшăнса гуманитари пулăшăвне инçе çула ăсатас тĕлĕшпе хастарлăх кăтартаççĕ. Пархатарлă та сăваплă ĕçе районти обществăлла организацисем те хутшăнма хапăл тунă. Акă, районти Хĕрарăмсен тата Пенсионерсен канашĕсем (ертỹçисем -Алена Горшковапа Полина Логунова), районти "Çăкăр" музейĕн коллективĕ (ертỹçи -Валентина Маллина) аякри туссен çĕршывне ăсатма гуманитари пулăшăвне хатĕрленĕ. Сăваплă ĕç харама каймĕ, вăл ырăпах таврăнĕ. Ыр кăмăллăх акцине ыттисем те хăйсен тỹпине хывма пултараççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика