ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан хисеплĕ ватăсене саламласси ырă йăлара. Ăшă та ырă сăмаха тивĕçлисем апрель уйăхĕнче те пур. Акă, Хурама Тварĕнче пурăнакан Илья Яковлевичпа Галина Васильевна Кукушкинсем, Кзыл Чишмари Хабир Гилазетдиновичпа Гелфизер Шагизияновна Касимовсем ылтăн туйне паллă тăваççĕ. Икĕ мăшăр та пилĕкшер ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кзыл Чишмари Зейнулла Гиниятулловичпа Фания Хабибулловна Тухфатуллинсем тата Тăрăнти Семен Яковлевичпа Антонина Павловна Шекеевсем çемье çавăрни 55 çул çитет. Изумруд туй ячĕпе хисеплĕ ватăсене ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем саламлĕç. Тутар Сăкăтĕнчи Рифкать Садртдиновичпа Миннур Бедертдиновна Абдулхановсем, Ишлĕри Леонид Ивановичпа Лидия Леонтьевна Савиновсем вара 60 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Кевер туй Аслă Мăнкун тата Ураза-байрам вăхăтĕнчи типĕ тытмалли тапхăра лекнĕрен хăна-вĕрле пуçтармасан та нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакансен ячĕпе ăшă та ырă сăмахсем сахал мар пулĕç.
Ноябрь 2024 |