"Хăрах çунатăм хуçăлчĕ..." ..

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2022, 17:49 Просмотров: 662

Юбилей шăв-шавĕ иртсе кайнă. Ачасем килсе саламларĕç. Хăшĕ-пĕри телефонпа шăнкăравларĕ. Вера аппа аса илỹсен авăрне чăмрĕ.

Тин кăна çамрăкчĕ, шкул вĕренсе пĕтернĕччĕ. Вăхăчĕ те йывăрччĕ - аслă вăрçă хыççăнхи çулсемччĕ. Раиса Емельяновна пĕрех хавхалантаратчĕ: "Часах çутă кунсем çитĕç, самана ла-йăхланĕ. Эсир те пурнăç çулĕ çине тухăр. Ăс пухма çеç ан ỹркенĕр". Чăнах та вĕренес килетчĕ. Çырма тетрадь çуккипе хаçат хĕррине çыраттăмăр...

Хĕр çулне çитсен колхозра учетчик-фуражир пулса ĕçлеме пуçланă Çĕньялта çуралса ỹснĕ, халĕ Анат Тăрмăшра пурăнакан Вера Еремеевна Едриванова. Ултă ачаллă çемьере кун çути курнăскер ашшĕ-амăшне пулăшас тенĕ. Çулталăк тăрăшсан колхоз правленийĕ çамрăксен пĕр ушкăнне Тĕрлемесе бухгалтера вĕренме янă. Диплом илсен "Знамя" колхоза ĕçлеме вырнаçнă та - 40 çул пĕр сукмака такăрлатнă. Колхоз правленине пырсан курнă та ĕнтĕ çак чиперкке те тăпăлкка хĕре Савелий Едриванов. Салтакран таврăннăскер ялтах тĕпленме шут тытнă. Унăн çемйинче те ача-пăча сак тулли пулнă - улттăн пĕр тăван.

1960 çулхи апрель уйăхĕнче туй кĕрлеттернĕ. Савелий Тихонович хуçалăхра шоферта вăй хума пуçланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех - 40 çул ытла - руль умĕнче пулнă. Ăшши-сиввине, пылчăк-тăманне пăхмасăр çула тухнă. Яланах малтисен йышĕнче, пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскер, шỹт тума аякка кайманскер ял халăхĕ умĕнче ырă ятлă пулнă. Вера Еремеевнăн та Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем нумай.

Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, тĕрев парса 61 çул пурăннă Едривановсем. Мăшăр пилĕк хĕрпе икĕ ывăл çуратса пăхса ỹстернĕ, ура çине тăратнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте çемьеллĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ. Вĕсем хушшинче медсестра, учитель, предприниматель, полковник - такам та пур. 15 мăнук, 8 кĕçĕн мăнук чуна савăнтараççĕ.

Шел пулин те, çулталăк каялла кил хуçи чире пула ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çемье çинчен калаçма пуçласан Вера аппа тỹрех мăшăрне аса илет:

- Пĕрре курсах пĕр-пĕрне кăмăлларăмăр, урăх никам çине те пăхма шухăшламан. Пит килĕштерсе пурăнтăмăр, кирлĕ-кирлĕ маршăн чăркăшман, пĕр-пĕрин çине сасă хăпартса курман. Ачасене те çапла пулма вĕрентнĕ: пурте лайăх вĕреннĕ, ĕçрен хăраман. Мăшăрпа пурăннă çулсем чи телейлисем тесе аса илсе ларатăп халь. Пархатарлă пурнăç пурăнса ирттертĕмĕр: йывăç лартнă, çурт хăпартнă, ывăл-хĕр çитĕнтернĕ. Канлĕ ватлăхра пĕр-пĕрин ăшшине туйса тепĕр темиçе çул кăна пурăнас тенĕччĕ те... Хăрах çунат хуçăлнă пекех халь, мăшăрăмшăн питĕт унсăхлатăп. Йывăр чире çĕнтереймерĕмĕр. Юрать, ачасемпе мăнуксем кашни эрнерех килеççĕ.

Вера Еремеевнăн тараватлăхĕнчен, тирпейлĕхĕнчен, малашлăха çирĕппĕн пăхнинчен, пурнăçа юратас туйăмĕ вăйлă пулнинчен тĕлĕнмелли çеç юлать.

М. МАДЮКОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика