Мĕнле чир вăл депресси?

Категория: Публикации Опубликовано: 14.04.2022, 13:52 Просмотров: 580

Унăн сăлтавĕсем нумай: пăшăрханни, чун "пушаннăн" туйăнни, хăвна ху никама та кирлĕ мар пек туйни. Пурнăçра савăнăç пама пултаракан пулăмсем чакни е пĕтĕмпех çухални. Яланах хăвна çемье тата общество çине çиленсе çỹрени. Маларах юратса ĕçленĕ пулсан, халĕ вара килтен тухас килменни тата ыйхă ылмашăнни - ир вăранни, тепĕр чухне ытларах ыйха путни. Апат çиес килменни е пачах пĕр чарăнми çини. Пурăнас килмен шухăшсем çурални. Ним сăлтавсăрах пуç ыратса çỹрени. Унччентерех чупса ĕçлесе çỹренĕ - халь вара вырăнтан та хускалас килменни, час ывăнни, пурăнма вăй-хал çукки. Никампа калаçас килменни, çынна курас, хускалас килменни. Чун вырăнта марри, килте хăвна кирлĕ кĕтес тупма йывăрри. Çавăн пекех ăс-тăн чакни, ĕçе пуçăнсан вара тĕрĕс йышăну тума йывăрланни. Çын час ватăлнăн курăнни тата ытти те.

Депресси тĕнче шайĕнче вăйлă аталанакан чир. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, тĕнчере çулталăкне 800000 çын ытла депрессие пула пурнăçран уйрăлать. Питĕпысăк кăтарту çакă. Кашни 40 секкундра пĕр çын вилет теççĕ.

Мĕнле сипленмелле-ха çак чиртен? Паян телевизорпа темĕн тĕрлĕ реклама та кăтартаççĕ. Вĕсене итлесен, эмелĕсене ĕçсен, пĕр çын та чирлĕ пулмалла мар пек. "Миг - и голова не болит",- тесе халăха пăтратаççĕ. Апла мар çав.

Депресси чирне сиплемелли тĕрлĕ эмел шутласа кăларнă. Ăна врач çеç тĕплĕ тĕпчесе кирлине çырса пама пултарать. Тухтăр каланине итлемелле. Эмелне 3-4 кун ĕçнипе чир иртсе каймасть. Уссине курас тесен врач хушнине 3-4 эрне е ытларах та пурнăçламалла. Лайăх сипленмелли курс вара çур çул таранчченех тăсăлма пултарать.

Антидепрессант пĕлсе сипленсен пăшăрханнине сахаллатать. Табак туртсан эмел ĕçнин усси чакать. Кун пек чухне те асăрхануллă пулмалла.

 Т. ИЛЬИНА, терапевт.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика