Руль умне лараканăн чăн малтан çул-йĕр правилине çирĕп пĕлни, ăна пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Инкекре çынсен пурнăçĕ татăлни, сывлăхĕ сусăрланни, пысăк тăкак пулни никамшăн та ырă пулăм мар... 2022 çулхи виçĕ уйăх хыçа юлчĕ. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн ĕçченĕсемшĕн кăçалхи пĕрремĕш квартал мĕнпе асра юлчĕ-ши? Пирĕн хаçатăн сотрудникĕ унăн начальникĕпе Алексей Мальцевпа çыхăннă:
- Çул çинчи пĕчĕк айăп пысăккине ан çураттăр тесен пурин те тимлĕ пулмалла: водительсен те, çуран çỹрекенсен те. Çĕнĕ çулăн малтанхи виçĕ уйăхĕнче район территорийĕнче 5 авари пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 28 процент чакнă. Инкекре пĕр çын вилнĕ (66 процент сахалланнă), 8-шĕ аманнă (100 процент ытларах). Пĕлтĕр ỹсĕрле авари тунă икĕ тĕслĕх пулнă, кăçал çак сăлтавпа (куç ан ỹктĕр) инспекторсем протокол çырман. Çав вăхăтрах çуран пыракан, ача хутшăннипе пĕрер, çул çинче хăвăртлăха пăхăнманнипе икĕ аварие шута илнĕ. Асăннă тапхăрта инкекре пурлăх тĕлĕшĕнчен пысăк тăкак кỹнипе 42 материал хатĕрленĕ, 78 ĕçе суда ярса панă.
Çакна та палăртса хăварасшăн. Автомашинăпа çула тухакансене администртивлă право йĕркине пăхăнманнипе айăпланă тĕслĕхсем ỹснĕ. Пĕлтĕрхи пĕрремĕш кварталта тĕрлĕрен сăлтавпа 763 протокол çырнă пулсан, кăçалхи виçĕ уйăхра - 992 тĕслĕх. Çакă, паллах, малашне çул çинчи тимлĕхе ỹстерме, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма, çав вăхăтрах куçăм вăхăтĕнче водительсене пĕр-пĕрне тата ытларах хисеплеме хистет.
А. ЕГОРОВА