Пушарпа çыхăнни те çавах. Ун пек чухне чăнах та çынна алă тăсса пулăшни, ырă туни пархатарлă, сăваплă ĕç. Анчах çак сăлтавпа çынсем умĕнче мĕскĕнленсе, кĕлмĕçленсе çỹрени никама та, пĕрре те чыс тумасть.
Нумай пулмасть çеç Патăрьелĕнче, Тăрăнта пĕр хĕрарăм çунса кайса хур куртăмăр тесе улталаса укçа пуçтарса çỹренине куракансем каласа пачĕç. Хăшĕ-пĕри çамрăк ача амăшĕ тесе ĕнентерекенскер иртнĕ çул та, маларах та çурт-йĕр çунса кайнă тесе укçа пуçтарса çỹренине сăнанине те пĕлтерчĕç. Пĕри 100 тенкĕ, тепри 200 тенкĕ, виççĕмĕшĕ ытларах та кăларса тыттарнă. Тăрăнта пурăнакан 70 çулхи пенсионер ăна шеллесе 1000 тенкех парса янине пĕлтерчĕ. Чипер майра кула-кула автомашинăпа ларса кайнине курнă хыççăн çеç арçын иккĕленсе пуçне хыçма пуçланă... Анчах кая юлнă. Ваттисем параканăн пĕр çылăх, илекенĕн çĕр çылăх тенĕ. Инкекпе услам тăвакан нихăçан та ыр курмĕ, паллах. Çапах та çакнашкал ултавçăсенчен пурин те асăрханмалла.
Ноябрь 2024 |