2,7 млрд тенкĕ уйăрĕç
2022 çулта республикăри агропромышленность комплексне аталантарма 2,7 млрд тенкĕ уйăрнă. Апрель уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсене 395,4 млн тенкĕ куçарса панă. Ку вăл çулталăкра палăртнинчен 17,7 процентпа танлашать. Патшалăх пулăшăвĕпе аграрисем 159 единица техника туяннă. Вăл шутра 34 тракторпа 7 комбайн. Çавăн пекех Раççей ял хуçалăх министерстви республикăри ял хуçалăх предприятийĕсене 633,3 млн тенкĕлĕх льготлă кредит панă. Вĕсенчен 52-шĕ - кĕске вăхăтлăха, 8-шĕ - инвестициллисем.
Диктант çырма хутшăнар
Апрелĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн, республикăра пурăнакансем "Чăваш Енĕн паллă çыннисем" диктант çырĕç. Ку ĕçе онлайн мелпе ирттерме палăртнă. Унта мĕнле хутшăнмалла? "Эткер" сайтĕнче "Паллă çынсен çулталăкĕ" баннерта диктанта хутшăнма каçă вырнаçтарнă. Муниципалитетсем йĕркелỹ комитечĕпе килĕшсе офлайн мелĕпе, тĕслĕхрен, библиотекăра е культура çуртĕнче, ирттерме пултараççĕ. Акцие хутшăнакансене 45 минутра 30 ыйтăва хуравлаттарĕç. Пурне те сертификат парĕç, çĕнтерỹçĕсене - дипломсем.
"Кĕпĕрнаттăр лагерĕ" йĕркелĕç
Чăваш Ен Правительстви Пĕтĕм тĕнчери "Артек" ача-пăча центрĕпе тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен виçĕ енлĕ килĕшỹ алă пуснă. Документра палăртнă тăрăх "Артек" пахалăх стандарчĕсемпе ĕçлекен "Кĕпĕрнаттăр лагерĕ" йĕркелесшĕн. Вăл "Белые камни" физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли центр никĕсĕ çинче пулĕ.
Хайлавсен конкурсĕ
ЧР цифра министерстви ачасемпе çамрăксем валли çырнă хайлавсен ал çырăвĕсен конкурсне ирттерет. Унта авторсем пĕччен те, ушкăнпа та хутшăнма пултараççĕ. Шкул умĕнхи тата кĕçĕн класс ачисем валли çырнă чи лайăх хайлавшăн 50 пин тенкĕ парĕç. Вăтам класс шăпăрланĕсем валли хатĕрленĕ хайлав ал çырăвĕшĕн 75 пин тенкĕ илме пулать. Аслă класрисем валли хайланă ĕçшĕн те çавăн чухлех параççĕ. Ал çырăвĕн ниçта та пичетленменни пулмалла.
Пулăшас тĕллевпе пĕтĕмпех тăваççĕ
Апрелĕн 11-мĕшĕ тĕлне Чăваш Ен Донбасран тарса килнĕ 1075 çынна йышăннă. Вĕсенчен 253-шĕ - ачасем. 912 çынна пысăк ушкăнсемпе пуйăспа илсе килнĕ, 163 çын кунта хăйсем тĕллĕн çитнĕ. 1 пине яхăн çынна централизациленĕ майпа санатори-профилакторире вырнаçтарнă, 132-шĕ тăванĕсем патĕнче кĕтес тупнă. Кунта килнисенчен пĕр пайĕ Чăваш Енпе сыв пуллашма та ĕлкĕрнĕ иккен: 11-шĕ ют çĕршывсене куçнă, 44 çын Раççейĕн урăх субъекчĕсене тухса кайнă. Тарса килнисен хушшинче хевтесĕр çынсем, вырăнпах выртакансем пур - вĕсене сиплес, пулăшас тĕллевпе пĕтĕмпех тăваççĕ. Çитĕннисене - кунне виççĕ, 18 çул тултарман ачасемпе çамрăксене тăватă хутчен апатлантараççĕ. Вăй питтисем ĕçе вырнаçма та пултараççĕ. Хальлĕхе тăватă çын ĕçе вырнаçнă.
Ноябрь 2024 |