Çутă Мăнкуна таса кăмăлпа, тирпей-илемпе кĕтсе илер

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:28 Просмотров: 336

ВЫРСАРНИКУН, апрелĕн 24-мĕшĕнче Аслă уяв - "уявсен уявĕ, савăнăçсен савăнăçĕ", Таса Мăнкун _ çитет. Ăна пĕтĕм тĕнче мухтаса аслăлĕ, мухтав юррисенче виçесĕр савăнăç янăрĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем Иисус Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе чĕрĕлсе тăнă çутă уява хатĕрленсе типĕ тытса çылăхĕсене каçарттарчĕç, çичĕ эрне чиркĕве çỹресе хăйсен чунне çăмăллатрĕç, çав вăхăтрах кил-çуртне те çуса тасатрĕç. Ырă йăла пире çак йĕркесене пăхăнма ыйтать.

Çав вăхăтрах урамсенче, тăкăрлăксенче, обществăлла ытти вырăнсенче куçа тирĕнекен тасамарлăха тирпейлеме манар мар! Çутă уявччен ялсенче субботниксем йĕркелени, тирпей-илем туни Мăнкуна тата пысăк хавхаланупа кĕтсе илме май парĕ.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика