"Архиври каç"

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:53 Просмотров: 368

Пĕтĕм Раççейри "Архиври каç" акципе килĕшỹллĕн районти архива краеведсемпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем пуçтарăннă.

Тавра пĕлỹçĕсем тăван ене - яла, района - истори, географи, çут çанталăк, культура, экономика, социаллă аталану енĕпе тĕпчеççĕ. Хăйсен ĕçне анлăн сарас тĕллевпе массăллă информаци хатĕрĕсенче статьясем пичетлеççĕ, брошюрăсем, кĕнекесем кăлараççĕ.

Архивра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн, педагог-историкăн, Кивĕ Катек ялĕн аталанăвĕн тĕрлĕ тапхăрне тĕпченĕ Виталий Владимировăн (1925-2015) тата Чăваш Республикин хисеплĕ краевечĕн, Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Александр Салминăн фончĕ те пур. Виталий Владимирович архивсемпе, тĕпчевçĕсемпе çыхăну тытнă. Районти "Авангард" хаçатра материалсем пичетленĕ. В.И. Чапаевăн музейне йĕркеленĕ пирки, шурă гвардеецсене хирĕç кĕрешсе пуçне хунă Петр Егорович Крепков çар комиссарĕ, хăйĕн фронтри кун-çулĕ çинчен тĕпчев ĕçĕсемпе брошюрăсем, кĕнекесем кăларнă. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Александр Салмин хăйсен ял историне тĕпченĕ, 2019 çулта Туçа ял тăрăхĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем тата çар хирĕç-тăрăвĕсене лăплантарма хутшăннисем çинчен "Вспомним всех поименно" кĕнеке пичетленĕ, ĕçтешĕсемпе пĕрле вырăнти шкул 100 çул тултарнă май кĕнеке кăларнă.

Мероприятие пухăннă краеведсем хăйсен ĕçĕсем çинчен каласа кăтартнă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти истори учителĕ Сергей Самакин ертсе пынипе 5 -б класра вĕренекенсем архив хранилищипе, хуçалăхсен кĕнекисемпе, уйрăм çынсен фончĕн докуменчĕсемпе паллашнă.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика