"Хĕрлĕ гвоздика"

Категория: Публикации Опубликовано: 22.04.2022, 17:55 Просмотров: 417

Çĕнтерỹ волонтерĕсем Пĕтĕм Раççейри "Хĕрлĕ гвоздика" акцие старт параççĕ. Ăна кашни çул "Ăрусен астă-вăмĕ" ыркăмăллăх фончĕ йĕркелет. Кăçал вăл апрелĕн 21-мĕшĕпе июнĕн 22-мĕшĕччен иртет.

Пирĕн пурин те "Хĕрлĕ гвоздика" акцие хутшăнса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пулăшма май пур. Çакна пурнăçлама акци паллине - хĕрлĕ гвоздикăна - тĕрлĕ суту-илỹ магазинĕнче, интернет-магазинсенче, волонтерсенчен туянма пулать. Хĕрлĕ гвоздика паллăсене Раççейри 78 регионта сутаççĕ.Тĕслĕхрен, пĕлтĕр "Çĕнтерỹ астăвăмĕ" ыркăмăллăх фончĕ волонтерсемпе пĕрле 5,5 миллион тенкĕ пуçтарма пултарнă. Акци шайĕнче пуçтарăннă укçа-тенке Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене медицина пулăшăвĕ парасси çине яраççĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика