Мăнкунра кайăксене тăрантарсан чир-чĕртен хăпатăн.
Уяв сĕтелĕ çинчи çимĕçсенчен кулича чи малтан çисе ярсан çулталăк ăнăçлă пулать.
Мăнкунра хăнана кайни - телее, ăнăçу пуласса.
Мăнкунра кĕтмен хăнасем килни - пуянлăха. Мăнкунра пĕчĕк ача татăлса макăрсан ашшĕ-амăшĕн чиркĕве каймалла. Пĕчĕкскер урлă Пирĕшти аслисен чунне пысăк çылăх пусарса тăнине систерет имĕш.
Качча кайман хĕр Мăнкунра чавсине ыраттарсан Турă çырнă мăшăрне кĕçех тĕл пулать.
Çулталăк тухăçлă тата савăнăçлă ирттĕр тесен Мăнкунра ирхи апата çемьепе пĕрле çимелле.
Мăнкун ирхине чỹрече патне кайăк вĕçсе килни çут тĕнчерен уйрăлнă çын тăванĕсене курма килнине пĕлтерет.
Мăнкунра каçхине çăлкуçран е юхан шывран ăсса илнĕ шывăн хăйне евĕрлĕ вăй пур.
Мăнкунра çуралнă ача çитĕнсен паллă çын пулать.
Уяв кунĕнче укçа кивçен пани çитес вăхăтрах пысăк тупăш илессе.
Мăнкунра тăвар тăкса ярсан çемьене хурлăх килет.
Çуннă çурта хăрăмĕпе алăк тăррине хĕрес ỹкерни кил-çурта çулталăкĕпех инкекрен, пушартан сыхлать.
Хуппи ан çурăлтăр тесен
Мăнкун çăмарти хитре кăна пулни çителĕксĕр, унăн çирĕплĕхне те çухатмалла мар. Ваннăскерпе тата хăнасене те сăйлама килĕшỹллĕ мар. Çăмартана пĕçернĕ чухне çакна шута илсен аван.
1. Пăсăлма пуçланă çăмарта пĕçернĕ чухне хăвăрт çурăлать. Çăмартана шыва ямалла. Вăл çиеле ишсе тухни пăсăлма пуçланине пĕлтерет.
2. Пĕçерес умĕн çăмартасене холодильникран кăлармалла, ăшă вырăнта тытмалла.
3. Çăмартана хуçалăх супăнĕпе çусан сăрă лайăх ларать.
4. Икĕ литр шыва 1 апат кашăкĕ тăвар ярса пĕçерсен çăмарта çĕмĕрĕлсен те шурри юхса тухмасть.
5. Çăмартана сăрланă чухне кăштах 9 процентлă уксус ярсан сăрă çирĕпрех ларать.
6. Сăрланă çăмарта йăлтăртатса тăтăр тесен ăна тип çупа сăтăрмалла.
Кулич 500 грамм сĕт, 500 грамм сахăр, 150 грамм хăйма, 200 грамм услам çу, 4 çăмарта, 50 грамм çĕпре, 1 чей кашăкĕ тăвар, 1,5 килограмм çăнăх, 1 стакан иçĕм çырли, 200 грамм курага, 1 чей кашăкĕ ванилин, апельсинăн тата лимонăн типĕтнĕ хуппи, мускат мăйăрĕ, шафран кирлĕ.
Çимĕçсене пỹлĕмри температурăра 4-5 сехет тытмалла.
Сĕте 40 градуса çити ăшăтсан та юрать. Çỹлерех асăннă çимĕçсене хутăштармалла, чуста çăрмалла. Ăшă вырăна лартса йỹçĕтмелле. Унтан формăна çурри таран ямалла, кăшт хăпарсан 180 градус вĕрилентернĕ духовкăра пĕçермелле.
Ноябрь 2024 |