ÇУРКУННЕ çут çанталăк чĕрĕлнипе çеç мар, кайăксен илĕртỹллĕ сассипе те тыткăна илет. Çавăнпа та аслисем те, вĕрентỹ учрежденийĕсенчи шкул ачисем те кĕмĕл саслă шăнкăрчсем хăйсенчен аякка кайса ан вырнаçчăр тесе çĕнĕ "пỹртсем" ăсталаççĕ. Çунатлă туссем хăйсен çемйипе вĕсене вырнаçса та пыраççĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул таврашĕнче те кайăксем ял çыннисене нихçанхинчен ытларах юрăпа савăнтарĕç. Çак кунсенче вĕсем те технологи предметне вĕрентекен Сергей Матюшкин ертсе пынипе вĕр çĕнĕ шăнкăрч йăвисене йывăçсем çине вырнаçтарса тухнă.