Юлашки çулсенче Аслă Чемен ял тăрăхĕнче урамсене, обществăлла вырăнсене пĕрлехи вăйпа тирпей-илем кĕртес, хăтлăлатас, кĕперсене çĕнетес тĕллевпе сахал мар ĕç тăваççĕ. Халĕ те юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех вĕсем пĕрремĕш субботнике кар тухма та ĕлкĕрнĕ, Тури Чакă ял вĕçĕнчи хирти пысăк кĕпере çĕнĕрен юсаса çĕнетнĕ. Акă, мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чегаев:
- Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе çыхăннă ял пухăвĕнче çынсем Пăлапуç Пашьел еннелле тухакан çул çинчи кĕпере юсас ыйтăва хускатрĕç. Чăнах та çак каçма ака-суха тунă, ял çыннисене хирти ĕçсене пурнăçланă чухне те çав тери кирлĕ. Унтан комбайнсемпе те, тракторсемпе те каçса çỹреме тивет. Халăх пухура хускатнă ыйтăва тепĕр кунах пурнăçа кĕртме пикентĕмĕр. Чăн малтанах пĕрлехи вăйпа икĕ трактор вăрман кăларса килтĕмĕр. Ăна С. Фролов фермер пилорама витĕр кăларса ĕçлеме юрăхлă материал хатĕрлесе пачĕ. А. Фролов, А. Бахмисов тракторĕсемпе турттарса тăчĕç. Иван Никитинпа Валерий Тимошкин ял старостисен хастарлăхĕпе ĕç вĕресе çеç тăчĕ. 30-35 çын хутшăнчĕ пĕрремĕш субботнике. Пурте пĕр çын пек туслăн ĕçлерĕç. Халĕ 6 метр сарлакăш, 15 метр тăршшĕ кĕпертен техникăпа шанчăклах каçса çỹреме пулать.
Çывăх вăхăтра ял халăхĕпе кар тăмалли пысăк ĕç - ял уявĕсем иртекен "Айдуш" лапамне йĕркене кĕртесси. Ял пуçланса кайни 415 çул çитнине халалланă уявччен (çветтуй Троица кунĕччен) кунти тĕп сценăна, çынсем хăйсен йăх-несĕлĕпе пуçтарăнакан вырăнсене çĕнетесшĕн.
А. ЕГОРОВА