Инкекрен асăрханмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 02.05.2022, 07:47 Просмотров: 1357

Ĕлĕкрен пыракан йăлапа ял çынни хĕл каçма кишĕр-чĕкĕнтĕре, çĕрулмие путвалсемпе нỹхрепе хурать. Ун пек лайăх упранать. Çуркунне вара вĕсене уçаççĕ, пахча çимĕçе кăлараççĕ. Шăпах çак вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнни пĕлтерĕшлĕ те. Мĕншĕн тесен хĕл каçа шăтăкра пуçтарăннă наркăмăшлă сывлăш çынна вĕлерме те пултарать. Ун пек чухне чăн малтанах мĕн тумалла-ха? Кун пирки пирĕн хаçат сотрудникĕ Раççейри чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн районти надзор уйрăмĕн начальникĕпе Андрей Тукмаковпа тĕл пулса калаçнă.

- Андрей Валентинович, инкек-синкекрен Турă сыхлатăрах та, çапах та çакнашкал пăтăрмах патне мĕн илсе çитерет?

- Хĕл каçа нỹхрепре пуçтарăннă наркăмăшлă газ çын сывлăхĕшĕн çав тери сиенлĕ. Вăл тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăран е кăшлакан чĕрчунтан асăрханса усă курмалли япаласене е дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курнă чухне инструкцие пăхăнманран пулма пултарать. Унсăр пуçне шăтăкри е нỹхрепри пахча çимĕç хĕлĕпе "сывлать", çĕрет. Наркăмăшлă газ вара сывлăшран йывăр пулнăран вăл шăтăкăн аялти пайĕнче ытларах пуçтарăнать. Çавăнпа та нỹхрепре вентиляци системи кирлех. Вĕсене тасатса, юсасах тăмалла. Пахча çимĕç управне нумай вăхăт хупă тăнă хыççăн унта уçăлтармасăр кĕме юрамасть. Пĕччен чухне те шăтăка анма тăрăшмалла мар.

- Наркăмăшлă газ куçа курăнмасть. Вăл пуррипе çуккине мĕнле пĕлмелле-ха?

- Чăн малтанах нỹхрепе анас умĕн çунакан çуртана витрене хурса ăна тĕпне антарса тĕрĕслемелле. Çурта сỹнет пулсан унта сывлăш çуккине пĕлтерет. Ун пек чухне нỹхрепе тепĕр хутчен уçăлтармалла. Çакна асра тытăр: сывлăшра сиенлĕ газ 10 процент çеç пулсан та пурнăçшăн хăрушă!

- Унпа сиенленнин мĕнле паллăсем?

- Наркăмăшланнă çын халсăрланать, сывлăш питĕрĕнет. Унăн пуçĕ çаврăнма пултарать, каярах тăнне те çухатать. Çакăн евĕр паллăсене сиссенех уçă сывлăша тухма тăрăшмалла.

 - Тухтăрсем киличчен мĕнле пулăшу памалла?

- Кĕпен çỹлти тỹммисене вĕçертмелле, пиçиххи çыхнă пулсан ăна пушатмалла, васкавлă пулăшăва шăнкăравламалла, нашатырь спирчĕ шăршлаттармалла. Вăл тăнне çухатнă пулсан чĕрене тỹрĕ массаж тумалла. Çакнашкал пулăшу çынна сывă юлма пулăшать. Кайран больницăна илсе каймалла.

 Нỹхрепе е пахча çимĕç упранă шăтăка хĕл каçа пĕрре те уçман пулсан, унта аннă чухне хăрушсăрлăх правилисене яланах асра тытмалла. Çавăн чухне çеç инкеке сирме пулĕ.

 А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика