Кашни паттăр асра, кашни çын чĕринче

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2022, 10:35 Просмотров: 617

Майăн 9-мĕшĕнче кашни çын чĕринче нихăçан манăçа тухман Аслă Çĕнтерỹ уявне район центрĕнче - Патăрьелĕнче - чыслăн та чаплăн паллă турĕç. Маларах вара çак ятпа кашни ял тăрăхĕнчех митингсем ирттерчĕç.

Хĕвеллĕ те уяр çанталăкра ял çийĕн ирпе-ирех синкерлĕ вăрçă çулĕсене куç умне кăларса тăратма пулăшакан юрăсем пĕрин хыççăн тепри янăраса тыткăнларĕç. Уяв хавхаланăвĕпе хăпартланса ĕç коллективĕсем ирхине 9 сехет тĕлне "Нива" кафе умĕнчи лапама пуçтарăнчĕç. Ун хыççăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан пуçтарăнса тухнă ялавçăсемпе параппанçăсем, çамрăк армеецсем вăрăм колоннăна малалла илсе кайрĕç, пĕрлех вăрçăра вилнĕ паттăрсене чыс туса йĕркеленĕ "Вилĕмсĕр полкăн" пысăк йышĕ, ĕç коллективĕсен ушкăнĕ çамрăк патриотсен "чĕрĕ коридорĕпе" район администрацийĕ умĕнчи лапам еннелле пĕр тикĕссĕн утрĕç.

 Уяв митингне Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Олег Мешков, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Ирина Левицкая, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă вăйсен Патăрьел районĕнчи канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн 2-мĕш прихут имамĕ Минхарис Мясогутов хутшăнчĕç, ветерансене, салтак арăмĕсене, вăрçă ачисене, пухăннисене пурне те уяв ячĕпе саламларĕç, лăпкă та тăнăç пурнăç, сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕç.

- Çĕнтерỹ кунĕ - çĕршыв мăнаçлăхĕ, паттăрлăх символĕ. Пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене нихăçан та асран кăлармĕ, вĕсен ячĕсене яланах асра тытĕ. Çак кун эпир вăрçă хирĕнчен таврăнайман паттăрсен, çĕнтерỹçĕ-салтаксен, тыл хастарĕсен, салтак ачисен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пурне те уяв ячĕпе саламланă май.

Патăрьелсемшĕн - чĕрĕ палăк!

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă хисеплĕ ветерансем сахаллансах пыраççĕ. Паян вĕсем çиччĕн: Шăхачри Феоктист Александрович Васильев, Кзыл-Чишмари Хабибулла Гайнуллович Гайнуллов, Патăрьелĕнчи Петр Николаевич Киргизов, Сителти Василий Федорович Ляков, Козловкăри Михаил Тимофеевич Наташкин, Шăнкăртамри Нурулла Велиуллович Резяпов, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Вера Николаевна Тихонова. Вăрçă ветеранĕсем паян пирĕншĕн, çитĕнекен çамрăк ăрушăн чăн-чăн чĕрĕ палăк! Чыс та мухтав вĕсене 1418 куна тăсăлнă вăрçăра чăтăмлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, пирĕн ырă малашлăхшăн хăйсен пурнăçне шеллеменшĕн!

Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă тыл хастарĕсен йышĕ те çулсерен сайралать. Хальхи вăхăтра вĕсем районта 290ăн.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн районтан 8377 салтак кайнă. Вăл шутра 41 хĕрача. 6034-шĕ тăван киле таврăнайман.

Çак çулсен нихçан çухалмĕ чапĕ...

Патăрьелĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 77 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ митинг-уяв çỹллĕ шайра иртрĕ. Çĕнтерỹ кунĕ çултан-çул аякка юлса пырать пулин те унăн пĕлтерĕшĕ, сумĕ, хакĕ чакмасть. Район центрĕнчи шкулсен, ача сачĕсен, ытти ĕç коллективĕсем, çемьесем ятарлă салтак тумĕпе, вăрçă çулне аса илтерекен тумтирпе парада тухни, "Вилĕмсĕр полк" колоннине пуянлатни тата ытти ырă ĕçсем те çакнах çирĕплетеççĕ.

Уяв кунне пуянлатнă культура программине уйрăм пысăк хак памалла. Çĕнтерỹ вальсĕ, вăрçă пуçланнине сăнлакан, çамрăк армеецсен, параппанçăсен ташă композицийĕсем, мăнаçлă янăракан хор, уйрăм юрăсем тата ытти те Патăрьелсем ĕçре çеç мар, уявсенче те пултаруллă пулнине, пĕрлехи вăйпа пысăк ĕç тума пултарнине кăтартса пачĕç.

Митинга хутшăннисене çамрăк армеецсен парачĕ те тыткăнларĕ. Унта Патăрьелсем çеç мар, ытти шкулсенчен те хутшăнчĕç.

 Çĕнтерỹ кунне халалланă уяв ĕç коллективĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунипе, ĕмĕрлĕх хĕлхем умĕнче пуç тайнипе вĕçленчĕ пулин те çынсем тỹрех саланмарĕç: салтак пăттине тутанчĕç, кăвайт умĕнче юрлакансене итлерĕç, сăн ỹкерттерчĕç... Каçхине вара уяв концертне пăхса савăнчĕç, Çĕнтерỹ салючĕпе киленчĕç.

А. ЕГОРОВА

Шухăш

Михаил НАТАШКИН, вăрçă ветеранĕ, 101 çулта, Козловка ялĕ:

- Вăрçă ахрăмĕ çулсеренех хыçа юлса пырать пулин те вăл асăмран тухмасть. Фронта эпĕ 1942 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче кайрăм, тăван яла 1945 çулхи июльте таврăнтăм. Малтанах Воронеж облаçне стрелоксен бригадине ячĕç. Ленинград хулишĕн пынă çапăçура йывăр амантăм. Госпитальте пулнă хыççăн каллех строя тăтăм. Çĕнтерỹ кунĕманшăн пысăкран та пысăк уяв. Кашни çул чăтăмсăррăн кĕтетĕп ăна. Тавах район администрацине, çар комиссариатне çулсеренех пире киле килсе уяв ячĕпе саламланăшăн.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика