ВАТĂСЕМ çуллахи Микуласăр çу, хĕллехисĕр хĕл пуçланмасть тенĕ. Кăçалхи май уйăхĕ шăпах çакна çирĕплетет те. Кунсем çумăрлă та сивĕ пулни ака-сухана малалла тăсма та, ытти ĕçсене пурнăçлама та чăрмантарать. Çанталăка сăнакансем вара тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан çветуй Николайăн çĕрмен ỹтне куçарнă кун, майăн 22-мĕшĕ иртнĕ хыççăн çеç хĕвел хăйĕн шевлипе савăнтарасса шантараççĕ.
Ноябрь 2024 |