Çак кунсенче Патăрьелĕнчи ачасен искусство шкулĕнче "Ют çĕршыв çамрăкĕсем хушшинче деструктивлă иделогисене сарас ыйтусене хирĕçлемелли çивĕч ыйтусем" темăпа çавра сĕтел иртнĕ.
Унăн ĕçне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнчи террора хирĕç кĕрешекен аппарат ертỹçисем Евгений Терешинпа Игорь Шибалов, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен Тĕн управленийĕн председателĕ, Чăваш Республикин Общество палатин, районти Общество канашĕн членĕ Мансур хазрат Хайбуллов, Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей, мигрантсене право тĕлĕшĕнчен хỹтĕлес тата социаллă пурнăçпа культура адаптацийĕпе тимлекен регионти уйрăмĕн ертỹçи Илдус Зейнетдинов, Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи аслă шкулсен студенчĕсем хутшăннă.
Пĕрлехи мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ - ют çĕршыв çамрăкĕсем хушшинче деструктивлă идеологисене сарассине асăрхаттарасси, тĕрлĕ наци çыннисемпе килĕштерсе ĕçлесси, толерантлă çыхăну тытасси тата ытти те.
(Хамăр корр.)
Авангард
Ноябрь 2024 |