Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 24.05.2022, 10:49 Просмотров: 306

Тавар туянас ĕç-хĕлти çĕнĕлĕхсем пирки - конференцире

Майăн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче "Тавар туянас ĕçе цифровизацилесси тата оптимизацилесси" конференци уçăлнă. Анлă форума Раççейри 20 регионти патшалăх ĕçĕсем валли тавар туянас енĕпе ĕçлекен специалистсем хутшăннă. Кунсăр пуçне 44-мĕш саккунпа килĕшỹллĕн ĕçлекен 1,5 пине яхăн саккасçă онлайн мелĕпе çыхăнăва тухрĕ. Çавăн пекех конференци ĕçне РФ Финанс, Промышленность тата суту-илỹминистерствисен, РФ Монополипе кĕрешекен служба, РФ Казначействин представителĕсем хутшăннă. ЧР Пуçлăхĕ ятĕнчен пухăннисене ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов саламланă, ăнăçлă ĕçлеме суннă. Конференцире пăхса тухма палăртнă тĕп ыйтусен шутĕнче - санкцисем пусарса тăнă тапхăрти тавар туянас ĕç-хĕлти çĕнĕлĕхсем, электрон актированин хăйне евĕрлĕхĕсем. Çавăн пекех регионсем çак тытăма цифровизацилессипе тата централизацилессипе туса пыракан ĕç-хĕлпе паллаштарнă.

Шри-Ланкăн Раççейри посолĕпе тĕл пулнă

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче Шри-Ланкăн Раççейри посолĕпе Джанита Лиянагепе тĕл пулнă. Вĕсем калаçура Чăваш Енре туса кăларакан оборудованипе техникăна, "симĕс" энергетика продукцийĕсене ют çĕршыва ăсатассипе. Шри-Ланкăри медицинăри çитĕнỹсене пирĕн республикăра усă курассипе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Сăмахран, куç донорлăхĕн институчĕпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелеме тата сиплев центрĕсем уçма май пур. Çавăн пекех Чăваш Ен Демократи республикипе пĕрле туризм проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевлĕ.

Лару иртнĕ

Промышленность продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешессипе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта общество апатланăвĕн предприятийĕсенче электрон пирус сутассипе тата пулă тытассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, тытнă пулла ветсанэкспертиза витĕр кăларса справка илмелле, ун хыççăн кăна сутма юрать. Анчах пулăçсенчен чылайăшĕ ку йĕркене пăхăнмасть.

Наградăсемпе чысланă

ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаев РФ Наци гвардийĕн Атăлçи округĕнчи çарĕсен командующийĕ Александр Порядин Украинăри ятарлă çар операцийĕсенче паттăрлăх кăтартнă салтаксемпе офицерсене наградăсемпе чысланă.

Палăка уçма хатĕрленеççĕ

Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалланă астăвăм комплексне тăвассипе ĕçлекен ушкăнăн ларăвĕ иртнĕ. Хальхи вăхăтра объектра строительсем отделка тăваççĕ, электричество, шыв тытăмĕсене хута ярас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Палăка июлĕн 1-мĕшĕнче уçма палăртнă.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика