ХАЛЬХИ вăхăтра çынсем выльăх-чĕрлĕх усраса, пахча çимĕç çитĕнтерсе пурнăçа сыпăнтарса пыма пултарнине ырламалла çеç. Патăрьелсем ĕçре матур пулнăранах хăтлă çуртсем лартаççĕ, тулăх пурăнаççĕ. Анчах та çемьесем укçа-тенкĕ тума пĕлни хамăр пурăнакан вырăна сăтăр тума та, варалама та ирĕк памасть! Ку вăл хамăрăн культурăсăрлăха, пĕр-пĕрне хисеплеменнине çеç кăтартать.
Çак кунсенче "Авангард" хаçат редакцине пĕр вулакан çулсеренех Акатуй-Сабантуй иртекен "Хĕвеллĕ" уçланкăна хирĕçле, заправкăн сылтăн енчи уçланкине пĕр пысăк лав ĕне-пăру каяшне пырса пăрахнине сăн ỹкерттерсе ячĕ. Чăнах та, шалт тĕлĕнмелли ỹкерчĕк. Аслă çул хĕрринченех иртен-çỹрене тỹрех куçа тирĕнекен тирпейсĕрлĕхе халĕ камăн тасатмалла-ши? Паллах, çут çанталăк тăшманĕ (çаплах калас килет) хăйĕн аллине те, пỹрне йĕрне те хăварман. Енчен те кашнийĕ выльăх-чĕрлĕх каяшне çапла пăрахса хăварсан мĕн пулĕ? Пурнăçра культурăллă та тирпейлĕ пурăнма ятарласа аслă пĕлỹ илни кирлĕ мар. Тепĕр чухне ăнланулăх, пĕр çыннăн ĕçне тепри хисеплени те Турă панă тавралăха тав тунипе тан.