НУМАЙ пулмасть çеç Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнче пурăнакансем ял тăрăхĕпе пĕрле паха сортлă пилеш йывăçĕсене тĕп хуламăртанах илсе килсе лартрĕç. Субботника аслă çулхисем те, çамрăксем те кар тухрĕç. Пархатарлă пуçарăва ырламалла çеç. Раççей символĕ шутланакан йывăçсем пĕрремĕш çулçисене те кăларнă. Çак районта пурăнакансемех картасем умне хитре тĕмсем, чечексем те акнă-лартнă. Пурте тымар ярса çеçке çурсан асфальтлă, тротуарлă урам çу кунĕсенче тата илемлĕрех курăнĕ. Анчах çапла пуласса паян чылайăшĕ иккĕленетд. Акă мĕн пирки пăшăрханса пĕлтерчĕç хаçат редакцине çак урамри тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем. Мĕншĕн тесен юнашарах пурăнакансем пĕр кĕтỹ сурăхне (30-40 пуç та пур) çак урамра ирĕккĕнех çỹреттерни, çеçкесене таптаттарни, йывăçсене "суранлани", çавăнпа пĕрлех çынсем иртсе çỹрекен тротуара, ача-пăча лапамне те выльăх каяшĕпе варалани чыс кỹмест. Тирпей-илем пĕр çыншăн çеç мар, пуриншĕн те пулмалла.
Ноябрь 2024 |