Тĕрĕ тĕрлесе кăмăлне уçать

Категория: Публикации Опубликовано: 24.05.2022, 11:02 Просмотров: 308

 Пĕр 30-40 çул каялла ялта туй пулсан çамрăксемпе пĕрлех аслисем те çĕнĕ кин тĕрленĕ япаласене курма ятарласа пỹрте кĕретчĕç, унтан вара хаклатчĕç. Вăл вăхăтра турăм карри, сĕтел çитти, ал шăлли, минтер пичĕ, кравать çине витмелли таран стена çине пĕрин хыççăн теприне çакса тухатчĕç. Хĕрсен çемье çавăриччен хăйсен аллипе тупра чылай хатĕрлеме тивнĕ, çавăнпах хĕллехи каçсенче тĕр тĕрленĕ, чĕнтĕр çыхнă. Çак ĕçсене пурнăçлама нумайăшĕ ачаранах хăнăхнă.

- Шкула кайичченех, пĕр 6 çулта чухне пуль, алла пĕрремĕш хут йĕппе çип тытнăччĕ. Аттепе пĕр тăван аппа тĕрĕ тĕрлеме ăстаччĕ. Вăл выльăх пăхма тухнă вăхăтра пĕринче пытăм та ун вырăнне тĕрлеме пуçларăм. Ăçтан килнĕ унтан йĕппе чышнă кăна ĕнтĕ. Картишĕнчен кĕнĕ аппа кун пек тума юраманнине ăнлантарчĕ, каярах вара асаннепе иккĕшĕ ал ĕçне хăнăхтарчĕç. Халь пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлеме тăрăшатăп, хитре тĕрĕ курсан йĕппе çип тытас килсех тăрать, - тесе пуçларĕ калаçăвне Нăрваш Шăхалĕнче 1956 çулта çуралнă, çак ялтах тĕпленнĕ Н. Матвеева.

Нина Александровна хăйĕн пурнăçне ачасене пĕлỹ парассипе çыхăнтарнă. Ульяновскинчи педагогика университетĕнчи географипе биологи факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер 41 çул географи урокĕсене ертсе пынă. Çав вăхăтра та вăл алă ĕç тума та, вĕренекенсем валли йĕркеленĕ тĕрĕçсен кружокне ертсе пыма та май тупнă. Пĕр вăхăт 3-4 миххе сыпăнтарса стена çине çакмалли кавирсем çине виçĕ пăхаттире, кỹлĕри акăшсене, чỹлмекри чечексене тата ытти ỹкерчĕксене тĕрлетчĕç. Н. Матвееван кун пеккисем килĕнче пĕрре кăна та мар. Шел пулин те, халь вĕсемпе усă курма пăрахрĕç. Канвапа тĕрленисем те çителĕклех.

 - Унччен тĕрĕсенче ытларах çутă тĕссемпе усă кураттăмăр, çип тума тутăрсем, шарфсем сỹтеттĕмĕр. Паян ытларах хатĕр ỹкерчĕклĕ канвасем илсе мулине çипписемпе тĕрлетпĕр. Вĕсене валли ятарласа Шупашкартан рамăсем туянса килетпĕр, - тесе пĕлтерчĕ алă ĕç ăсти. Сăмаха малалла тăсса çакна та палăртса хăварас килет: юлашки вăхăтра Нина Александровна чăваш тĕррисемпе кăсăкланма пуçланă. Вĕсене вăл салфеткăсем çине ытларах куçарать. Ачасемпе çамрăксем те ун патне вĕренме çỹреççĕ. Уйрăмах февралĕн 14-мĕшĕнче паллă тăвакан Валентинсен кунĕ умĕн салфетка тĕрлекен нумайланать, хăшĕ-пĕри ятарласа парне валли заказ парать. Тĕрĕссипе Н. Матвеева хăйĕн тĕррисене сутма юратмасть. "Хам ĕмĕрте пĕр виçĕ тĕрре укçалла панă пуль, ытларах парнелетĕп. Вĕсем мана ырăпа аса илеççĕ, çакă паха. Ачасем валли те тĕрленĕ ĕнтĕ, - тет Нина Александровна. Сăмах май, унăн икĕ хĕр. Пĕри Мускавра, тепри Шупашкарта пурăнать. Алă ĕçне вĕсене те амăшĕ ачаллах хăнăхтарнă.

Нина Александровна хăйĕн ал ĕçĕсемпе час-часах куравсене те хутшăнать. Унта ăна ытларах чухне чăваш тумĕпе курма пулать, саппунĕпе тутăрне те хăйех тĕрленĕ.

- Алла йĕппе çип тытсан пуçри шухăшсем те сĕвĕрĕлеççĕ, кăмăл та уçăлать, кашни куçа шутласа пурнăçлама тивнĕрен хуйхă-суйхă та манăçать. Хĕллехи вăрăм каçсем те тĕрĕ тĕрлесен кĕскелеççĕ, - тет Н. Матвеева. Паян тĕрĕ ăсти 90 çулхи амăшне пăхса пурăнать, унăн ватлăхĕ канлĕ те лăпкă пултăр тесе тăрăшать.

 О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика