Аваринче икĕ çамрăк та йывăр аманнă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.05.2022, 10:02 Просмотров: 270

РУЛЬ умне ларакан водитель кирек хăçан та йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Ỹсĕр пулманни çеç те çителĕксĕр, хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнмалла, хăвăртлăха пăхăнмалла, хирĕç килекен транспорта та шута илмелле тата ытти те. Июнĕн 23-мĕшĕнче çурçĕр иртсен Еншикрен Хирти Пикшик ялне каякан çул çинчи аваришĕн унта ларса пыракан водителех айăплă. Районти ГИБДД начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх каччăсем иккĕшĕ те пиçиххипе çыхăнман. Автомашина хăвăртлăхĕ пысăк пулнăран техникăна итлеттереймен, çул айккине çавăрăнса ỹкнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем иккĕшĕ те сиплев учрежденийĕнче.

Аварисем автомашина кантăкĕсене тонировкăпа хупласа хунăран та пулаççĕ. Паян çул-йĕр инспекторĕсем ирттерекен "Тонировка" операци шăпах аварилле лару-тăру туса хуракан автомашинăсене тĕрĕслессипе çыхăннă.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика