Экзаменсем пуçланчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 27.05.2022, 10:20 Просмотров: 281

 Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче 9 класра вĕренекенсем математикăпа патшалăх экзаменне тытрĕç. Районта çак тĕрĕслеве 343 ача хутшăнчĕ. Вĕсем икĕ пайран тăракан экзамен ĕçне пурнăçланă. Малтанхи пайĕнче кĕске хуравсем памалла пулнă. Юлашки 6 ыйтăвне вара туллин хуравлама тивнĕ. Экзамен валли 3 сехет те 55 минут уйăрнă.

Маларах шкулсенчен пĕтĕмĕшле тĕп пĕлĕве илсе тухакансем чăваш тата акăлчан чĕлхисемпе ОГЭре пулнăччĕ. Вĕсен тата икĕ предметпа тĕрĕслеве кĕмелле.

Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене вара вун пĕрмĕшсем 199 ача тытма хатĕр.

Юнкун обществознанипе экзаменра пулчĕç. Вĕсем кĕçнерникун хими, литература, географи предмечĕсемпе ЕГЭне кĕчĕç.

Сăмах май çакна палăртмалла. Экзаменсен тĕрĕслевĕсене Патшалăх пулăшăвĕсен тивĕçтерĕвĕн порталне кĕрсе те пĕлме пулать.

Республикăра кăçал 12 пин, Раççейĕпе илес пулсан 750 пин ача экзаменсем тытмалла.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика