Эсир хăçан та пулсан çут çанталăкри сывлăша тасалма пулăшас, вăрмансене сыхлас тĕлĕшпе хăвăр мĕн те пулин тума пултарайни пирки шутланă-и? Апла "Йывăç ларт!" акци шăпах сирĕншĕн.
Йывăçсем çĕр ỹпки шутланаççĕ. Вĕсем кашни чĕрĕ чун валли кислород кăлараççĕ. Енчен те эпир çулталăкне пилĕкшер йывăç лартсан вăрмансем сыхланса юлаççех. Мĕн чухлĕ пулать вăл пĕрле хушсан!
Акцие хутшăнса Нăрваш Шăхалĕнчи 9 класра вĕренекенсем пирамида евĕрлĕ тирексен хунавĕсене лартрĕç. Çамрăксене патриотла воспитани пама та пулăшать, гражданла яваплăха туйма та хăнăхтарать çакнашкал ĕç. Ачасем планетăна симĕс тум тăхăнтартни питех те кирлĕ тесе шутлаççĕ. Ыттисене те унта хастар хутшăнма чĕнеççĕ.
Шкулта вĕренекенсем çакнашкал акцисенчен пăрăнса юлмаççĕ. Ку хутĕнче те вĕсем Т.Павлова биологи учителĕ ертсе пынипе ĕçе тĕплĕн пурнăçлама тăрăшрĕç. Малашне вĕсене тымар яма пулăшасси çеç юлать.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |