ШĂХАЧРА пурăнакан Зоя Семеновнăпа Петр Васильевич Метловсене таврари ялсем те лайăх пĕлеççĕ. Тирпейлĕ те ĕçчен çемье, иккĕшĕ те тăван колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, ял-йыш умĕнче яланах хисеплĕ те сумлă мăшăр. Çавăнпа пĕрлех çичĕ ача çуратса тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ. 60 çул килĕштерсе пурăнакан мăшăр паян хăйсен тĕпренчĕкĕсен çитĕнĕвĕпе çеç мар, мăнукĕсемпе, вĕсен ачисемпе (мĕн пурĕ 28ăн!) хавхаланса, савăнса пурăнать.
Çак кунсенче Метловсене Шăхачри культура çуртĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лилия Кутузова, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Светлана Убаськина, культура çурчĕн заведующийĕ Ирина Моисеева ăшшăн саламланă, малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх суннă. Николай Стефейкин ертсе пыракан "Умарина" халăх фольклор ансамблĕн хастарĕсем вара юбилейçĕсене хаваслă юрăсемпе савăнтарнă.
Ноябрь 2024 |