Вăй хурас текенсене пулăшаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.05.2022, 10:07 Просмотров: 294

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" учрежденин районти уйрăмĕн начальникĕпе Марат Айзатулловпа тĕл пулнă. Вĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва, вăй хумалли вырăн çук çынсене тата виçĕ çул тултарман ачапа килте ларакан хĕрарăмсене професси илтересси, халăха, çав вăхăтрах çамрăк ăрăва çуллахи каникулта тăрăшмалли вырăнпа тивĕçтересси пирки сỹтсе явнă. Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатма май паракан хушма мероприятисене реализацилесси, уйрăм категорири çынсене хăйсен ĕçне йĕркелесе яма паракан патшалăх пулăшăвĕсем çинчен те калаçнă.

Майăн 23-мĕшĕ тĕлне районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 202 çын шутра тăрать. 2022 çул пуçланнăранпа вăй хумалли вырăн тупса пама ыйтса 463 çын пынă, вĕсенчен 324-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2021 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче кăларнă 1940-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн чи пысăк пособи 12792 тенкĕпе, чи пĕчĕкки 1500 тенкĕпе танлашать. Малтанхи виçĕ уйăхра гражданин шалăвăн 75 процентне, анчах чи пысăк пособинчен нумайрах мар, кайранхи виçĕ уйăхра шалăвăн 60 процентне (5000 тенкĕрен нумай мар) тỹлеççĕ.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика