Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 31.05.2022, 10:11 Просмотров: 211

Проекта ырланă

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Мускавра РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Михаил Мурашкопа тĕл пулнă. Вĕсем республикăн клиника больницин çĕнĕ çуртне тăвасси çинчен калаçнă. Раççей министрĕпулас комплексăн проектне ырласа йышăннă. Олег Алексеевич каланă тăрăх, çĕнĕ больница медпулăшу ĕçне лайăхлатма май парĕ. Хальхи йышши оборудованипе тата пур специалистпа тивĕçтернĕ медучреждени çулталăкра 3500 пациента йышăнма пултарĕ. Проекта федерацин инвестици проектне кĕртме, çĕнĕ комплекса 2023-2025 çулсенче тума палăртнă.

Шупашкарпа пĕрлех Куславккара та иртĕ

Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярассипе  ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Çапах та уявра та пĕрремĕш вырăнта ĕç тăрать. Çакна çав кунсенче экономикăпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти çирĕплетет. Вĕсем пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ. Культурăпа çыхăннă программăпа ЧР культура министрĕ Светлана Каликова паллаштарнă. Республика кунне халалланă 36 мероприятирен 8-шĕ уйрăмах пысăккисем, пĕлтерĕшлисем. Вĕсем: «Раççейĕн тĕрленĕ картти» акци, «Раççей юррисем» фестиваль-марафон, Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем», декораципе хушма искусствăн «Руç ăстисем» конкурсĕ, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ, Пĕтĕм Раççейри ача-пăча Акатуйĕ, т.ыт те. Республика кунне кăçал Куславкка тăрăхĕнче те паллă тăваççĕ. Сумлă уява мĕнле хатĕрленни пирки Куславкка районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Людков пĕлтернĕ.

Тыл ĕçченĕсене халалланă пĕрремĕш мемориал пулĕ

Куславкка районĕнчe Сăр тата Хусан х\тĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалланă мемориал комплексне хута яма хатĕрленеççĕ. Ăна июлĕн 1-мĕшĕнче уçасшăн. Мемориал комплексĕ тыл ĕçченĕсене халалланă Раççeйри пĕрремĕш палăк пулĕ.

Донбаса - гуманитари пулăшăвĕ

Чăваш Ен Донбаса гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Ку хутĕнче 10 тонна апат-çимĕç пуçтарнă, çавăн пекех пирĕн предприятисенче туса кăларакан электричество хатĕрĕсемпе тĕрлĕ оборудовани те янă. Сăмах май, март-апрель уйăхĕсенче апат-çимĕç, тумтир, куллен кирлĕ таварсем (пĕтĕмпе 233 тонна) 5 хут ăсатнă. Инкеке лекнисене пулăшма "Пĕрле" фонда 13 миллион тенкĕ куçарнă. Палăртмалла: гуманитари пулăшăвĕ валли организацисемпе предприятисем те, уйрăм çынсем те хастар хутшăннă.

Ҫĕнĕ МФЦ

Шупашкарта пурăнакансене патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерес ĕçе лайăхлатма тата тепĕр нумай функциллĕ центр уçасшăн. Ăна «Çĕнĕ хула» микрорайонта тума палăртнă.

Нумай функциллĕ центра хăпартма проектпа смета хучĕсем йĕркелеме Правительство 5 млн тенкĕ уйăрать. Вĕсене çитес çулхи 1-мĕш квартал тĕлне хатĕрлесе патшалăх экспертизине тăратма тĕллевленĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика