Ентеше асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 31.05.2022, 10:13 Просмотров: 207

Майăн 24-мĕшĕ Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул историне яланлăхах кĕрсе юлĕ. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри "Паттăр партти" вĕрентỹ проектне хутшăнчĕç. Çак шкулта вĕреннĕ, ятарлă çар операцине хутшăннă чухне пуçне хунă, "Паттăрлăх" орденне тивĕçнĕ Николай Сымов ячĕпе "Паттăр партти" уçрĕç.

"Паттăр партти" - вĕренỹ сĕтелĕ. Унта ентеш сăн ỹкерчĕкне вырнаçтарнă, пурнăç çулне çутатнă, тава тивĕçлĕ ĕçĕсене кăтартнă.

Мероприятие Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, паттăрăн ашшĕ-амăшĕ - Виктор Николаевичпа Ирина Валентиновна, пĕр тăванĕ Марина çемйипе хутшăнчĕç. Николай Викторович ячĕпе нумай ăшă сăмах каланчĕ.

Пуçласа çак парта хушшине 9 класра вĕренекен отличница, предмет олимпиадисемпе конкурссен çĕнтерỹçи, призерĕ Алиса Сироткина ларчĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика