ЧĂВАШ Ишекĕнче пурăнакан хисеплĕ педагог-ветеран Пантелеймон Шихранов хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе тĕп йывăç лартман-ши? Ăна шутласа та, каласа та пĕтереймĕн. Çут çанталăк тусĕ çулсеренех тавралăха, çырма-çатрана, урамсемпе тăкăрлăксене тĕрлĕрен йывăç лартса илем кỹме тăрăшать. Ял таврашĕнчи йывăç тăрăхĕсем шăпах çак хастар ветеранăн пархатарлă ĕçĕ. Кăçалхи çулталăка та Кулаковсем йĕрсĕр хăварман. Вăл йĕркеленипе - ашшĕ, кĕрỹшĕ, мăнукĕсем кар тăрса хăйсен çурт таврашне, юнашарти лапама тăван районăмăр 95 çул тултарнине халалласа çавăн чухлĕ тĕп тĕрлĕрен йывăç лартнă. Тепĕр темиçе çултан вĕсем те ял илемĕ пулĕç.
Ноябрь 2024 |