ПУШАР хăрушлăхĕ пысăк тапхăрта типĕ курăка, ытти çỹп-çапа çунтарнăшăн ку таранччен граждансене 2 пин тенкĕ, должноçрисене 15 пин тенкĕ таран штраф панă. Ырантан, июнĕн 8-мĕшĕнчен унăн виçисем пилĕк тата икĕ хут ỹсеççĕ. Малашне çак сăлтавпа пушар хуралĕн сотрудникĕсен аллине çаклансан уйрăм çынсен тỹрех 10 пин, должноçра ĕçлекенсен вара 30 пин тенкĕ кăларса хума тивĕ. Урамра е пахчара тĕтĕм-сĕрĕм кăларса "пушар" тăвакансемшĕн çак çĕнĕлĕх шухăшлаттарма тивĕçлех.
Шкулсенче çуллахи каникул пуçланчĕ. Чылай ача вĕренỹ учрежденийĕсенчи ĕçпе кану лагерьне çỹрет, хăшĕ-пĕри килтех канать. Çавăнпа та районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков çул çитмен ачасене пĕччен хăварма юраманнине, вут-кăварпа пурин те асăрхануллă пулмаллине тепĕр хут аса илтерет.
Ноябрь 2024 |