ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем ыран масар çине кайса вилнĕ тăванăмăрсене асăнĕç, вĕсен канлĕхĕшĕн çуртасем çутĕç. Вырсарникун вара Мăнкун иртсен аллăмĕш кунхи праçник - Троица уявĕ. Мĕншĕн çак праçнике Троица теççĕ-ха? Мĕншĕн тесен çак кунран тытăнса Христос çыннисем чăн таса виç-ипостаçлĕ Турра: Ашшĕне, Ывăлне, çветтуй Сывлăшне мухтаса пуççапма вĕреннĕ. Вăл яланах вырсарникун пулать, уяв ячĕпе чиркỹсене симĕс йывăç тураттисемпе, чечексемпе илемлетеççĕ. Çакă çветтуй Сывлăш çĕр çине анса йăлтах çĕнетнине, пурнăçа аталантарнине пĕлтерет.