Кăткăсенчен хăтăлма

Категория: Публикации Опубликовано: 10.06.2022, 19:27 Просмотров: 777

Йăран çинче кăткă ĕрченине курсан, паллах, пахчаçăн кăмăлĕ пăсăлать. Ара, вĕсем ỹсен-тăрана тĕп тăваççĕ-çке-ха. Çавна май вĕсемпе кĕрешме халăх мелĕсемпе усă курса пăхма сĕнетпĕр.

1. Кăткăсем вăйлă шăршăсенчен хăраççĕ: тĕслĕхрен, анис çулçи, пулă пуçĕ, теркăпа хырнă ыхра. Хăшĕ-пĕри кăткă йăви çине краççын тăкать. Кăткăсем тек ку вырăна таврăнмĕç.

 2. Пахчаçăсем кăткă йăвине ỹсен-тăран çăвĕ е скипидар яма сĕнеççĕ. Е помидор çулçипе тунине вĕтетмелле те çав вырăна хумалла. Кăткăсем петрушкăран, кăмрăкран та хăраççĕ.

 3. Сỹнтермен акшара (известь) кăткă йăви çине сапмалла.

 4. Капкăн хатĕрлеме пулать. Губкăна сахăр ирĕлчĕкĕнче йĕпетмелле те кăткă йăви тĕлне хумалла. Вĕсем ун çине пухăнаççĕ, кун хыççăн губкăна вĕри шыва чикмелле.

 5. Кăткă йăви, çулĕ çине тăвар сапмалла.

 6. Манна тата тулă кĕрписем пулăшаççĕ. Вĕсем - кураксен, сала кайăксен юратнă çимĕçĕсем, çавна май ку вырăна кайăксем тăтăшах вĕçсе килеççĕ, кăткăсене пăлхатаççĕ. Лешсем чăтаймĕç, лăпкăрах вырăн шырĕç.

 7. Кăткă йăвине куçарма пулать. Хĕвел ансан, кăткăсем "киле" пухăнсан, кĕреçе илмелле те çав вырăнти тăпрана витрене тултармалла, кайран урăх вырăна сапмалла е тĕп тумалла.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика