ЮЛАШКИ çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра пулнисем общество пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ, хăйсен пуçарăвĕпе пархатарлă ĕçсем йĕркелеççĕ тата ытти те. Çакă, паллах, уйрăмах пулас салтаксемшĕн ырă тĕслĕх. Акă, çак кунсенче çеç районти ГСВГ ветеранĕсем Еншикре Александр Иванович Кудряшовăн çурт кĕтесне кунта Германинче хăйĕн служба тивĕçне пурнăçланă салтак пурăннине çирĕплетекен мрамор плита вырнаçтарнă.
Мероприятие Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Краснов, Н. Паймуллинпа П. Иванов ĕç ветеранĕсем, çак çар чаçĕнче службăра пулнă салтак-ветерансем, тăван-пĕтенĕ, ял-йыш пуçтарăннă. Кунтах ГСВГ ветеранĕсене - В. Сабаева, А. Кудряшова, В. Краснова медальсем парса чыс тунă.