Мăнкун хыççăнхи çиччĕмĕш эрнене чăвашсем Çимĕк теççĕ. Ĕлĕк çак эрнере кĕçнерникун Аслă Çимĕк е Мăн Çимĕк ирттернĕ, шăматкун масар çине кайса ваттисене асăннă. Ку йăлана халĕ те пăхăнаççĕ. Çимĕк эрни тепĕр кĕçнерникун вĕçленет, çав куна Кĕçĕн Çимĕк тенĕ.
Чăвашсем ку пысăк уяв умĕн йывăçсем лартнă, кил-çурт таврашне ешĕл туратсемпе илемлетнĕ. Çимĕкчен ачасем тĕрлĕ курăк татса çинĕ, вĕсене уявччен шыва çичĕ хутчен кĕме хушнă.
Аслисем, вĕтĕр-шакăр улăха, вăрмана кайнă. Ватăрахсем 77 тĕслĕ сиплĕкурăк татнă. Мунча хутсан çав курăксенчен шыв хатĕрленĕ, унпа çăвăннă, 77 тĕслĕ йывăç милĕкĕпе çапăннă. Çапла вĕсем чир- чĕртен хăтăлнине ĕненнĕ.
Мунча хыççăн вара вĕр çĕнĕ кĕпе тăхăннă. "Мăнкун кĕпи - шурă, Çимĕк кĕпи çĕнĕ пултăр", - тенĕ чăвашсем. Уяв умĕн ваттисене асăнма сăра вĕретнĕ. Çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçернĕ, пĕрремĕшне кил хуçи хĕрарăмĕ алăк умне ваттисене асăнса хунă.
Пỹртре çурта çутнă. Уйрăлса тухнă çамрăк çемье чи малтан тĕп килти тăванĕсене хăналанă. Уява Кĕçĕн Çимĕк каçхине ăсатса янă. Арçынсем йывăç турачĕсемпе илемлетнĕ урапа кỹлсе тухнă та ял тавра çаврăннă, купăс каласа ваттисене йыхăрнă, унтан вĕсене масар çине леçнĕ. Йывăç турачĕсене вара ун çывăхĕнчи çырмана ывăтнă.