Июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей кунне паллă тунă май "Хĕвеллĕ" уçланкăра ачасен "Тăван ен, сана саватпăр!" ятпа "Акатуй-Сабантуйĕ" иртрĕ. Кăçалхипе вăл 17-мĕш хут пулчĕ.
Çитĕнекен ăру хорпа Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин, Патăрьел районĕн гимнĕсене мăнаçлăн шăрантарчĕ.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А.Юманова, Аслă Чементи А.Тарасов, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Д.Юмаева, Хирти Пикшикри вăтам шкулти П.Петров вĕренекенсем ялав хăпартрĕç.
"...Ачасем пирĕн пурнăçа пур енлĕн тултараççĕ, малашлăха шанăç кỹреççĕ. Çитĕнекен ăру пулăшăвĕпе эпир хамăрăн пурнăçа малалла ăнăçлă аталантарса пыма тăрăшатпăр...
Паянхи ытарайми хĕвеллĕ кун сире лайăх кану, асра юлмалли ăшă тĕл пулусем сунатăп. Çĕнĕ юлташсем тупмалла пултăр. Ырлăх-сывлăх, телей сире,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уяв ячĕпе саламланă май. - Паян эпир Раççей кунне те паллă тăватпăр. Эпир тăван çĕршыв историйĕпе хăпартланатпăр, малашлăх тĕллевĕсене палăртатпăр, йăла-йĕркене тытса пыма тăрăшатпăр...
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа ирттернĕ "Класлă тĕл пулу" кăсăклă пулчĕ. Çитĕнекен ăру Рудольф Васильевича тĕрлĕ ыйту пачĕ. Вăл шутра хăй пурнăçĕпе, политикăпа çыхăннине те.
Уяв чыславсăр иртместех. Олимпиадăсен, конкурссен çĕнтерỹçисене Хисеп хучĕсем пачĕç.
Ачасен художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Çĕршер каччăпа хĕр хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.
14 çул тултарнă çамрăксене Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине çирĕплетекен пĕрремĕш официаллă документа - паспорт - пани асра юлатех
Ял тăрăхĕсен этника комплексĕнче вĕрентỹ организацийĕсем "Вĕсен ячĕсем - Раççей мăнаçлăхĕ" выставкăна презентацилерĕç. Кашни ялтах пур пирĕн пултаруллă, тăрăшуллă çынсем. Пĕрисем ĕçпе палăрнă. Теприсем культурăра чапа тухнă. Виççĕмĕшĕсем спортра тĕнче шайне çитнĕ. Камсенчен тĕслĕх илсе ỹсмелли пур ачасен.
"Патăрьел районĕн тĕрленĕ карттине" презентацилерĕç. Чылайăшĕ "Чĕрĕ Ялав", "Триколор" акцисене, "Раççей ялавĕсем" флешмоба, Раççей шкул ачисен "Класлă тĕл пулăвне", "Сывлăшри çĕленсем" тата "Аслисен халăх вăййисем" фестивале хутшăнчĕç. Тĕрлĕ аттракцион ĕçлерĕ уçланкăра.
Ипподромра спортсменсен, физкультурниксен тата спорт ветеранĕсен парачĕ пулчĕ. Вĕсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова саламларĕ. Унтан пулас "олимпиецсем" старта тăчĕç.
Районти вĕренỹ çурчĕсене, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене çĕнетес енĕпе сахал мар тимлеççĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕ, стадионсем ĕçлеççĕ. Ачасен ăсталăх шкулĕнче те тĕрлĕ хушма пĕлỹ илме май пур.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |