Митта Ваçлей кун-çулĕпе пултарулăхне аса илнĕ, чечек кăшăлĕ хунă

Категория: Публикации Опубликовано: 23.06.2022, 13:49 Просмотров: 242

ЧĂВАШ поэзийĕн классикĕ, "Авангард" хаçатăн никĕслевçи Аслă Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ Митта Ваçлей вилнĕренпе 65 çул çитрĕ. Хисеплĕ поэтăмăра паян та асрах тытаççĕ. Унăн ячĕпе районта Первомайскинчи вăтам шкул хисепленсе тăрать, республикăра ятарлă фонд пур. Митта Ваçлей ячĕллĕ преми те литературăпа искусствăра сумлă наградăсенчен пĕри.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Акатуй-Сабантуй ирттернĕ кунхине тĕп хуларан миттаçăсен пĕр ушкăнĕ килсе кайнă. Делегаци йышĕнче Шупашкарсемсĕр пуçне Хусан тутарĕсен, Чĕмпĕрпе Пенза чăвашĕсен элчисем те пулнă. Вĕсем поэтăн вил тăпри патĕнче пулса унăн кун-çулĕпе пултарулăхне аса илнĕ, ăна хисеп туса чăваш йăли-йĕркипе икерчĕпе пыл çинĕ, унăн канлĕхĕшĕн пуç тайнă, чечек кăшăлĕ хунă... "Хĕвеллĕ" уçланкăра вара Первомайски ял тăрăхĕн "картишĕнче" вырăнти культура ĕçченĕсем "Митта Ваçлей ссылккăран тăван киле таврăнни" сценкăпа куракана тĕлĕнтерчĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика