ÇУ кунĕсем вăй илсе çеç пыраççĕ темелле. Кỹлĕсемпе пĕвесенче шыв та ăшăнсах çитмен-ха. Юлашки вăхăтра тата çанталăк та сулхăнланчĕ. Çапах та Чăваш Енре шывра путса вилекен чылай пулни пăшăрхантарать. Июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне иртни çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çак сăлтавпа вилекенсен шучĕ 2-3 хут та ỹснĕ. Çакă, паллах, пурне те тимлĕхе ỹстерме хистет. Кăçал шыва кĕме кайсан 14 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, вăл шутра - 2 ача. Пĕлтĕр вара çакнашкал ултă тĕслĕх пулнă, вĕсенчен иккĕшĕ - çул çитмен ача. Ку таранччен пирĕн районта синкерлĕхпе çыхăннă тĕслĕх пулман. Инкекрен Турă сыхлатăрах, паллах. Çапах çуллахи шыва кĕмелли тапхăрта аслисен те, ачасен те хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмаллах.
Ноябрь 2024 |